06 апреля 2011 г.
МАРТĂН 30-мĕшĕнче пуçланса апрелĕн 4-мĕшĕччен районта "Туслăх хĕлхемĕсем" ятпа наци культурин фестивалĕ иртнĕ.
Вĕренекенсем "Чăвашлăх тĕнчи" мультимедийнăй презентацие хутшăннă, çак конкурсра Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 8 класра вĕренекен Ксения Смаева пĕрремĕш, Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9 класра вĕренекен Анна Карзановапа Кристина Савельева – иккĕмĕш, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Евгений Ильин виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Çавăн пекех вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче вĕренекенсем те чăваш халăхĕн сăмахлăхне, литературине тата культурине лайăх пĕлнине кăтартса панă. Жюри Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Мария Семенова чăваш халăх юррине шăрантарнине, Çеçпĕл Мишшин "Хурçă шанчăк" сăввине пăхмасăр каланине пысăк хак хунă. Мариян тантăшĕ Алена Львова та юрă-ташăра питĕ ăста иккен.
Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти тутар хĕрачипе арçын ачи – Ильсия Санатулловапа Ренат Бахитов – чăваш ачисенчен пĕрре те кая мар пултарулăх кăтартнă. Ильсия К.В.Ивановăн "Нарспи" поэминчи сыпăка çав тери илемлĕ вуласа панă.