09 апреля 2011 г.
РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхĕн 30-мĕшĕччен районта ĕç сыхлавĕпе ĕç условийĕсене лайăхлатмалли уйăхлăх ирттересси çинчен йышăну кăларнă.
Уйăхлăх ирттерме районта комисси туса хунă, унăн председателĕ пулма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне, АПК предприятийĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçине В.Н. Никифорова çирĕплетнĕ. Çакăн пек комиссие ĕç коллективĕсенче те йĕркелеме сĕннĕ. Çавăн пекех уйăхлăх вăхăтĕнче ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Уйрăммăн илсен ĕçлекенсене ĕç хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан саккунсемпе тĕплĕн паллаштармаллине, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентмеллине, предприятисемпе организацисенче санитарипе йăла пÿлĕмĕсем йĕркелемеллине, ĕç вырăнĕсенче аттестаци ирттермеллине палăртнă.