Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче чемпионатĕнчен – ылтăн медальпе

09 апреля 2011 г.

АПРЕЛĔН 1-4-мĕшĕсенче Белоруссири Витебск хулинче кире спорчĕн тĕнчери тата Европăри чемпионачĕсем иртнĕ. Çак ăмăртусенче 23 çĕр-шывран килнĕ тĕрлĕ виçери тата ÿсĕмри спортсменсем вăй виçнĕ.

Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Чăваш Ен спортсменĕсем – В.Панихидкинпа С.Калашников тата Шăмăршăри В.Шуряков та лайăх результатсемпе палăрнă.

Раççей спорт мастерĕ В.Шуряков тĕнче чемпионатĕнче хăйĕн ÿсĕмĕнчи тата виçинчи спорт ветеранĕсем хушшинче 16,24 тата 32 килограмлă кире пуканĕ çĕклессипе, тĕрлĕ упражненисем пурнăçлассипе пĕрремĕш вырăнсем йышăнса тĕнче чемпионĕн 3 ылтăн медальне çĕнсе илнĕ. Владимир Петрович çавăн пекех Белорусси чемпионачĕн ылтăн медальне те тивĕçнĕ.

Витебскри тĕнче Чемпионатне кайса килме спонсор пулăшăвĕ панăшăн Владимир Петрович районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне – хăй пекех спорта юратакан К.С.Махмутова чун-чĕререн тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика