Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И мĕн пуян, тăван, сывлăх пуян...

09 апреля 2011 г.

АПРЕЛĔН 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех Сывлăх кунне анлăн паллă тунă. Кăçал çак кун пирĕн ĕмĕрĕн пысăк инкекĕ пулса тăма пултаракан çивĕч ыйтăва çĕкленĕ. Ку – çын организмĕ микробсене хирĕç кĕрешекен препаратсене хăнăхнипе вĕсен витĕмĕ чакса пыни. Паянах мерăсем йышăнмасан малашне эмелсемсĕр тăрса юлма пултаратпăр. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ антибиотиксене килес ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе калăпăшлă кампани пуçлама палăртнă.

Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх кунĕ иртнĕ ятпа Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви, физкультурăпа спорт тата туризм министерстви, республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен канашĕ видеоконференци ирттерчĕç, ăна сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ В.П. Муллина ертсе пычĕ.

Венера Петровна республикăра халăх сывлăхне сыхлас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ, ку енĕпе патшалăх влаçĕн органĕсем тĕллевлĕ политика тытса пынине палăртрĕ.

Видеоконференцире Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.А. Николаев та сăмах илчĕ, вăл уйрăмах районсенчи физкультурăпа сывлăх комплексĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен канашĕн председателĕ – Шупашкар хулин пуçлăхĕ А.И. Черкесов вырăнсенче халăх сывлăхне çирĕплетес, урă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Видеоконференци ĕçне Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев, районти халăх сывлăхĕшĕн тата физкультурăпа спортшăн яваплă ертÿçĕсем хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика