09 апреля 2011 г.
ШĂМĂРШĂ районĕн Уставĕн 51-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев Владислав Геннадьевич КАЛАШНИКОВА Шăмăршă район больници тĕп врачĕ пулма уйăрса лартасси çинчен хушу кăларнă.
В.Г. Калашников 1960 çулта Шăмăршăра çуралнă, чăваш. Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Самарти çар мидицинин институтне пĕтернĕ, хирург. Çар госпиталĕсенче, республикăри микрохирурги больницинче, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствинче ĕçленĕ. Аслă категорири врач, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.