Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тенче уçлăхне çул хывнă

09 апреля 2011 г.

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕн Д.А. Медведевăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2011 çула Раççейри Космонавтика çулĕ тесе пĕлтернĕ. Кăçал апрелĕн 12-мĕшĕнче Ю.А. Гагарин тĕнчере пĕрремĕш хут уçлăха çĕкленнĕренпе шăпах 50 çул çитет.

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыври (СССР) Байконур космодромĕнчи старт площадкинчен ирхине 6 сехет те 7 минутра "Восток-К72К" ракета-носитель вĕçтерсе янă, вăл çĕр йĕри-таврашĕнчи орбитăна "Восток" космос карапне илсе хăпарнă. Тĕнче уçлăхĕнчи "Восток" карапа Ю.А.Гагарин летчик-космонавт тытса пынă (унăн позывнойĕ – "Кедр"). Карап 89,1 минут хушшинче Çĕр тавра пĕр хут çаврăнса илнĕ, вĕçев пурĕ 108 минута тăсăлнă. 10 сехет те 55 минутра карапăн аппарачĕ Саратов облаçĕн территорине анса ларнă. Çĕр çине çитме темиçе çухрăм юлсан Юрий Гагарин майор катапульт мелĕпе аппаратран тухса çĕр çине парашютпа аннă.

Тĕнчери пĕрремĕш космонавт 1934 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Гжатск районĕнчи (халĕ – Гагарин районĕ) Клушино ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Алексей Иванович Гагарин (1902-1973), платник пулнă, амăшĕ, Анна Тимофеевна Матвеева (1903-1984) свинаркăра вăй хунă. 1941 çулта Юрий шкула кайнă. Октябрьте нимĕç фашисчĕсем яла кĕрсен шкул ĕçлемен. 1943 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Çар яла нимĕçсенчен хăтарсан, Юрий çĕнĕрен шкула çÿреме тытăннă.

1945 çулхи май уйăхĕнче Гагаринсен çемйи Гжатек (халĕ – Гагарин) хулине пурăнма куçнă.

Люберецкри ремесленнăй училищĕре вĕренсе формовщик-литейщик специальноçне илнĕ хыççăн, 1951 çулта, Юрий Гагарин Саратоври индустриальнăй техникума вĕренме кĕнĕ. 1954 çулхи октябрьте пĕрлех Саратоври аэроклубра вĕренме пуçланă. 1955 çулта ЯК-18 самолетпа пĕрремĕш хут сывлăша çĕкленнĕ.

Техникумран тата аэроклубран "питĕ лайăх" паллăсемпе вĕренсе тухсан, 1955 çулхи октябрьте Юрий Гагарин Оренбургри çар-авиаци училищин курсанчĕ пулса тăнă. 1957 çулхи октябрьте çар училищине "питĕ лайăх" паллăсемпе пĕтерсен Гагарин лейтенантăн служби Çурçĕр флотĕнчи истребительсен 122-мĕш авиаци полкĕнче малалла тăсăлнă.

1960 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче Юрий Гагарин аслă лейтенанта космонавтсем хатĕрлекен ушкăна вĕренме йышăннă. 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче вăл "Восток" космос карапĕпе тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă. Çак паттăрлăхшăн Юрий Алексеевича Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

1968 çулхи февральте Жуковский ячĕллĕ çар-сывлăш инженери академийĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах, мартăн 27-мĕшĕнче, Ю.А. Гагарин полковник истребительпе хăнăхуллă вĕçев ирттернĕ вăхăтра Владимир облаçĕнчи Киржачски районĕнчи Новоселово ялĕ тĕлĕнче паллă мар сăлтавсене пула çĕр çине ÿксе сирпĕннĕ. Унăн ÿтне Мускаври Хĕрлĕ площадьри Кремль стени патне пытарнă.

Космоса çул хываканĕ Ю.А.Гагарин пулнă. Тĕнче уçлăхне тĕрлĕ çĕр-шывсенчи космонавтсем чылайăн вĕçнĕ. Анчах та Юрий Алексеевич ĕмĕр-ĕмĕрлĕхех пĕрремĕш космонавт пулса юлать.

И.КАПИТОНОВА, Чăваш Республикин патшалăх архивĕн аслă специалисчĕ.

Асран тухмасть Байконур

1961 ÇУЛХИ апрелĕн 12-мĕшĕнче пире, Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене тата учительсене, коридорти радиоприемник умне пуçтарчĕç. ТАСС пĕлтерĕвне хыпарларĕ пире диктор. Калама кăна: тĕнче уçлăхне "Восток" космос карапĕпе космонавт вĕçсе хăпарнă! Вăл - пирĕн Тăван çĕр-шывăмăр çынни – Юрий Гагарин майор! Эпир куншăн питĕ савăнтăмăр, СССРăн космосри çитĕнĕвĕсемшĕн хăпартлантăмăр.

Хам шăпах Юрий Алексеевич уçлăха çĕкленме старт илнĕ вырăна, Казахстанри Байконура çар службине каятăп тесе кам шутлама пултарнă малтан; Вăтам шкул пĕтерсен, 1961 çулхи ноябрь уйăхĕнче эпĕ призыв йĕркипе çар ретне тăтăм. Вĕренÿ курсне вĕçлесен Байконурти 70-мĕш старт площадкинче манăн служба биографийĕ пуçланчĕ. Эпĕ инçете вĕçме пултаракан (баллистические) ракетăсем патĕнче ĕçлекен подразделенире аслă электромеханик ĕçне пурнăçлаттăм. Пире Аркалык хули çывăхĕнчи яваплă постра караул тăма та илсе каятчĕç (вăл Байконуртан 70-80 çухрăмраччĕ пулас). Çав тавраша космонавтсем вĕçев вĕçленнĕ хыççăн анса ларатчĕç. Питĕ шел, пирĕн дежурствăсем вăхăтĕнче пĕринче те космонавт çĕре аннă тĕслĕх пулмарĕ. Йĕри-таврашра чечексем ешерекен хитре çеçен хирсем халĕ те куç умне тухса тăраççĕ.

1962 çулхи августра космоса вĕçсе килнĕ хыççăн, кĕркунне, пирĕн старт площадкине мухтавлă ентешĕмĕр А.Г.Николаев килчĕ. Унăн кителĕ çинче вĕр-çĕнĕ Совет Союзĕн Геройĕн ылтăн медалĕ, Ленин орденĕ, "Летчик-космонавт СССР" знак йăлтăртататчĕç. Ун чухне вăл майор званийĕпе кăначчĕ-ха. Андриян Григорьевич пире хăйĕн космос вĕçевĕ пирки кĕскен каласа пачĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ, службăра ăнăçу сунчĕ. Ентешĕмĕр, космоса парăнтарнă çын, хăйне сăпайлăн тытни, салтаксемпе, офицерсемпе кăмăллăн калаçни пире савăнтарчĕ, тĕлĕнтерчĕ, пурне те унран тĕслĕх илме хистерĕ.

Çар службинчен таврăнсан 15 çул иртнĕ хыççăн, 1968 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче, радиопа хурлăхлă хыпар илтрĕм: çар истребителĕпе тренировка вĕçевĕ ирттернĕ вăхăтра Гагаринпа Серегин полковниксем çĕр çине ÿксе сирпĕннĕ-мĕн. Кĕтмен хыпар пирĕншĕн пуриншĕн те, çĕр-шыври мĕн пур халăхсемшĕн пысăк хуйхă пулса тăчĕ, чун-чĕрене ыраттарчĕ. Космоса кайса килнĕ пĕрремĕш çын, Тăван çĕр-шывăмăра пĕтĕм тĕнче умĕнче пысăк чап кÿнĕ гражданин пурнăçран питĕ çамрăкла – 34 çултах уйрăлса кайни пуриншĕн те çав тери пысăк çухату пулчĕ.

1979 çулта, илемлĕ çу кунĕсенче, Васан шкулĕн ачисем, шкул директорĕ Х.К.Яковлев ертсе пынипе, Мускава экскурсие кайма хатĕрленни пирки илтрĕм. Харитон Константиновичпа калаçса пăхрăм та, шкул автобусĕнче пушă вырăнсем те пулассине пĕлтĕм, экскурсие пĕрле илме ыйтрăм. Директор килĕшрĕ.

Кунта тÿрех çакна каласа хурам: манăн тĕллевĕм Мускав курасси марччĕ, Гагаринпа Серегин самолетпа ÿксе арканнă вырăна çитсе, çак паттăрсен палăкĕ умĕнче пуç тайма, чĕрĕ чечексем хума эпĕ тахçантанпах ĕмĕтленеттĕм.

Манăн ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: шкул автобусĕпе Мускава кайнă чухне, тĕп хулана çитеспе, эпир çула май Гагаринпа Серегин вилнĕ вырăна кĕрсе тухрăмăр (вăл тĕп автоçултан ытлашши инçех мар). Эпир пурте автобусран тухса çак хурлăхлă вырăнпа паллашрăмăр, Гагаринпа Серегинăн çÿллĕ палăкĕ умĕнче пуç тайса чечек кăшăлне хутăмăр. Палăк умĕнче эпĕ шкул директорне Х.К.Яковлева тата хĕрарăмсене фотоаппаратпа ÿкерсе илтĕм. Чăн та, хĕвеллĕ те янкăр кун тăнипе, сăн ÿкерчĕкĕн пахалăхĕ аванах мар, анчах çамрăк хурăнлăхри хурлăхлă вырăн уçăмлă курăнать.

Ю.А. Гагарин тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе шăпах 50 çул çитрĕ. Кăçалхи апрелĕн 12-мĕшĕ пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк уяв пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика