Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавт пирĕн хире анмарĕ...

09 апреля 2011 г.

1961 ÇУЛХИ апрелĕн 12-мĕшĕ. Пирĕн "Правда" колхоз (председателĕ В.П. Кошкин, тĕп агрономĕ М.И. Александров, механикĕ Ф.А. Юманов), çур акине пур енчен те хатĕрленсе çитнĕ. Ирхине механизаторсен канашлăвне ирттерме правлени çуртне пуçтарăнтăмăр.

Канашлу хыççăн та чылайччен саланаймарăмăр-ха, çур акине ирттересси, хăш хире мĕн аксан лайăхрах пуласси пирки калаçса тăтăмăр.

Сасартăк телефон вăрăммăн шăнкăртатма пуçларĕ, трубкăна В.П.Кошкин тытрĕ. Шăмăршăри çар комиссарĕ Белявский майор калаçать иккен. Василий Платоновича вăл васкавлăн Шăмăршăна чĕнет. Тĕнче уçлăхне çын вĕçтерсе янă, вăл çĕр çине ăçта анса ларасси хальлĕхе паллă мар иккен. Кун пирки Мускавран секретлă телефонограмма килнĕ, космонавт пирĕн тăрăха анса ларма пултарасси çинчен пĕлтернĕ.

Председатель Ф.А. Юмановпа иксĕмĕре "Победа" автомашина çине лартрĕ те, хирти лакăмлă-путăклă çулпа район центрнелле вĕçтертĕмĕр.

Эпир Шăмăршăна çитнĕ тĕле Ю.А.Гагарин летчик-космонавт Саратов облаçĕнчи пĕр колхоз хирне ăнăçлă анса ларни çинчен пĕлтĕмĕр. Юрий Алексеевич пирĕн колхоз çĕрĕ çине анмашкăн пăшăрхантăмăр.

Каçхине пурте Н.О. Падиаров журналист килне пуçтарăнса телевизорпа Ю.А.Гагарин çинчен кăтартнă сюжета курса савăнтăмăр. Паллах, космос паттăрĕ ячĕпе черкке те çĕклерĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика