09 апреля 2011 г.
ĔÇЛЕС текен çын хăйне валли ĕç тупатех. Ĕç çук тесе лăпланса ларсан, паллах, нимĕн те пулмасть. Паянхи пурнăç пуçаруллисемпе пултаруллисене кăмăллать. Çавăнпах ĕнтĕ çакнашкаллисем çухалса каймаççĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултараççĕ, кун-çул уттипе пĕр тан утса пыма тăрăшаççĕ.
Ирина Мельникова, аслă пĕлÿ илнĕскер, хăйĕн профессийĕпе ĕçлейменшĕн паян питех кулянмасть. Хăшĕ-пĕри пек паянхи лару-тăрăва вăрçса-ÿпкелесе, алă усса лармасть. Хăй вăхăтĕнче Ирина районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр направленийĕпе Шупашкарта парикмахерски курсĕнче вĕреннĕ. Документ илсен тĕп хуларах, "Триумф" салонра тăрăшнă, опыт пухнă. Тăван кĕтес вара çамрăк хĕрарăма хăй патнех туртнă. Тем каласан та, çуралнă çĕр-шыв анне пекех, хăть те хăçан та ачашшăн йышăнать.
Шăмăршăра Ирина пĕр хушă "Эвита" салонра парикмахерта вăй хурать, çынсене тĕрлĕ прическăсем тăвать. Шăпах çав вăхăтра районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ С.В.Кузьмин ăна хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма сĕнсе пăхать. Малтанласа Иринăна çак сĕнÿ иккĕлентерет. Çапах та, тĕплĕн шухăшланă хыççăн, бизнес-план йĕркелесе центра пырать. Унăн бизнес-планне ырласа йышăнаççĕ, хăйĕн ĕçне уçма ирĕк параççĕ.
И.Мельникова Шăмăршăри автостанци çывăхĕнче вырнаçнă "Михаил" лавккан пĕр пÿлĕмне арендăна илнĕ. Центр панă 58 пин те 800 тенкĕпе оборудовани туянать, ĕçлеме кирлĕ пур хатĕре те тупать. Паллах, хăйĕн укçа-тенкине те тăккалама тивнĕ. Халĕ кунта çĕнĕ парикмахерски ĕçлеме пуçларĕ. Унăн ятне Иринăн ывăлĕ шутласа тупнă. Амăшĕ, паллах, сĕнÿпе килĕшнĕ: пĕр шухăшлă пулса "Шик" ят панă.
"Шик" 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен клиентсене йышăнать. Темĕнле прическа та тутарма май пур кунта. Унсăр пуçне, çынсен вăхăтне шута илсе, Ирина клиентсене маларах çырăннă тăрăх та йышăнать.
Мĕнех, "Шик" парикмахерскин алăкĕ яланах уçă пултăр, Ирина Мельникова предприниматель кăмăллăн кĕтсе илтĕр.