Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милиционера та айăпланă

09 апреля 2011 г.

ÇАПЛА çав, кун пекки те пулкалать. Нумаях пулмасть Шупашкарта ведомство хуралĕн уйрăмĕн милиционерне суд сакки çине лартнă. Йĕрке хуралçи наркотиксемпе çыхăннă пулнă-мĕн, вĕсемпе хăй те усă курнă.

Çак хуларах тата тăватă çамрăкăн наркотиксемшĕн саккун умĕнче явап тытма тивнĕ. Вĕсем, малтанах каварлашса татăлса, синтетикăллă наркотик хатĕрĕсене пысăк партипе туяннă. Виççĕшĕн ачисем те пĕчĕк-ха. Маларах вĕсем çинчен шутланă пулсан, çамрăксем тĕрлĕ çуллăха кирпĕч шутлама ăсанман та пулнă пулĕччĕç.

Канашри пĕр çамрăк та, ниçта ĕçлемесĕрех, "сарлакан" пурăнасшăн пулнă ахăр. Çак тĕллевпех вăл преступниксен ушкăнĕпе явăçса кайнă, наркотик хатĕрĕсем туянса вĕсене хăйĕн хваттерĕнче пытарса упранă. Асăннă çамрăк наркотиксене сутса кĕсйине самаях хулăнлатнă, преступниксен ушкăнне çĕнĕ çынсене явăçтарнă. Анчах та уншăн тупăшлă "бизнес" ăнăçсăр вĕçленнĕ – ăна пилĕк çуллăха килтен аяккалла ăсатнă.

Вĕрене, мĕн чухлĕ явсан та, вĕçĕ пулатех. Апла пулсан, наркотиксемпе çыхланас марччĕ. Сывă пурнăç йĕркине мĕн çиттĕр.

Е.РОМАНОВА, наркомание хирĕç кĕрешекен Федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕнчи профилактика подразделенийĕн сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика