13 апреля 2011 г.
ÇАНТАЛĂК хăйĕн ăшă кăмăлне питех кăтартаймарĕ пулин те, çур аки халех çитмест-ха тесе лăпланса пурăнмалла мар. Патне çитсен тин нимĕн туса та ĕлкĕреймĕпĕр.
– Çур акине пысăк шанăçпа кĕтетпĕр, – терĕ "Искра" СХПК председателĕ М.Х. Хамдеев. – Пĕлтĕрхи пек çанталăк урăх нихăçан та ан пултăрччĕ. Çити-çитми пурнăç хытă пăшăрхантарать, лайăха, ыррине шанас килет.
Хуçалăх, тĕпрен илсен, çур акине хатĕр. Пурĕ 250 гектар çурхи тулă, 300 гектар урпа, 120 гектар сĕлĕ акасшăн, 10 гектар çĕр улми лартасшăн. 100 гектар сахăр чекĕнтĕрĕ акма та шутлаççĕ. Сăвакан ĕнесен шутне ÿстернипе, 30 гектар кукуруза çитĕнтерме палăртнă.
Районти паллă механизатор В.И. Скворцов хăйĕн пурнăçĕнчи хĕрĕхмĕш çур акине çулленхи пекех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Унăн виçĕ сеялкăллă агрегачĕ халь тесен халь хире тухма хатĕр. М.Тизяков, Ю.Балянин, В.Федоров, А.Карсаков, М.Кафизов, К.Ялалтдинов тата ытти механизаторсем те юр кайса пĕтессе çеç кĕтеççĕ.
Хуçалăхра вăрлăхсене иртнĕ кĕркуннех кондицие лартнă. Халĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕ турттараççĕ.
Район администрацийĕ тунти кун "Искра" СХПКра семинар-канашлу ирттерсе пĕрре те йăнăшмарĕ: кунта кăтартмалли те, вĕрентмелли те пур.
Çуса тасатнипе вĕр-çĕнĕ пек курăнакан юсавлă техника, паркри тирпей-илем, механизаторсен хавхалануллă калаçăвĕ Патирексен ĕлĕкхи чапĕ каялла таврăнма пултарасса ĕненме май парать. "Çанталăк çеç лайăх тăтăрччĕ, хамăртан мĕн килнине эпир пурне те тăватпăр", – теççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Семинарта энерги ресурсĕсене перекетлекен çĕнĕ йышши техника та кăтартрĕç, "Амазония" сеялкăпа КПС-30 культиватор çине пурте ăмсанса пăхрĕç.
Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ И.М. Абсалямов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ В.В.Варсонофьев хутшăнчĕç, В.П. Фадеевпа В.В. Варсонофьев умри задачăсене палăртса сăмах тухса каларĕç.