Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă хĕл хывать тумне - çÿп-çап тухать куç умне...

13 апреля 2011 г.

ЧĂВАШ çынни мĕн ĕлĕкрен Мăн кун умĕн кил-çуртне çуса тасатнă, пÿрт умĕнче тирпей-илем тунă. Тирпейлĕхшĕн тăрăшас ырă йăла тутарсен те, вырăссен те, ирçесен те, ытти халăхсен те пур.

Шел, ваттисем ăс парса каланине – хамăр пурăнакан вырăна таса та тирпейлĕ тытма хушнине – паянхи çамрăксем шута хурасшăнах мар. Урама тухса пăхар-ха (кунта эпĕ уйрăм ял илсе кăтартасшăн мар – Пашьелĕнче те, Чукалта та, Палтиелĕнче те, Пуянкассинче те çаплах): юр кайнă хыççăн куç умне мĕнле кăна ăпăр-тапăрпа лăпăр-лапăр тухмасть-ши; Халапри Сармантей пек, кил-çуртра мĕн кирлĕ мар, пурне те урама кăларса ывăтасси йăлана кĕрсе кайрĕ.

Темиçе çул каялла район центрĕнче тата ялсенче çÿп-çап пухмалли контейнерсем вырнаçтарчĕç. Тĕллевĕ ырă пулнă-ха: çынсем çÿп-çапа контейнерсене хурĕç, тулли контейнерсене çийĕнчех пушатса свалкăна турттарăпăр, тенĕ. Анчах ырă тĕллев пурнăçа кĕреймерĕ, паян çак контейнерсем ялти чи таса мар вырăнсем, ирĕкри йытăсене ятарласах ĕрчеме пулăшакан "питомниксем" пулса тăчĕç. Мĕн кăна кăларса пăрахмастпăр-ши çав мĕскĕн контейнера, унта шăнăçаймасан контейнер йĕри-таврашне; Вăхăтра пушатманнипе çÿп-çап урам тăрăх саланать, ял ятне, район ятне ярать.

Ял-йышăм, тусăмсем, тăванăмăрсем! Атьăр-ха хамăра хамăр хисеплеме вĕренер, алла кĕреçе, витре, шăпăр тытса тăван яла тирпейлеме тухар. Чăн малтан хамăр пурăнакан çурт умĕнче, картишĕнче йĕрке тăвар, унтан малалла утар. Çак ĕçре депутатсен, учительсен, культработниксемпе медработниксен пурне те ырă тĕслĕх кăтартмалла тесе шутлатăп. Йĕрке çук çĕрте йĕрĕх хуçаланать, тенĕ ваттисем. Йĕркене вара таçтан килсе никам та туса памĕ. Хамăр вăйпа, хамăр ăспа йĕрке тумалла. Çапла мар-и, ял-йыш;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика