13 апреля 2011 г.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ илемлĕ пултарулăх коллективĕн смотр-отчет концерчĕ хор юрланă "Огромное небо", «Тус-юлташсем, тăвансем» юрăсемпе пуçланчĕ (аккомпаниаторĕ В.Тимошкин).
Солистсем программăна хăйне евĕр илем кÿчĕç. Н.Тимошкина, А.Можаева, Е.Хвостикова, О.Можаева, Н.Анисимова, А.Кадеева, Е.Саминова чăваш тата вырăс юррисемпе кăмăла çĕклерĕç. А.Малофеевпа Е.Антонов, Н.Багдеевапа Г.Хайретдинова, Н.Тимошкинапа К.Данилова дуэтпа юрлани те чун-чĕрере ăшă туйăмсем хăварчĕ. Хĕрарăмсен ансамблĕ ял-йыша "А кто-то третий", хĕрарăмсен ушкăнĕ "Пĕчĕк ял", "Лашисене шăварнăччĕ" юрăсемпе килентерчĕç. Тимошкинсен çемье ансамблĕ тата культура ĕçченĕсен квартечĕ илемлĕн шăрантарнă юрăсем те чĕре хĕлĕхне хускатрĕç.
Хĕрачасемпе хĕрсен ушкăнĕсем куракансем умне "Тучки" тата "Я рисую", "Молодежь" ташăсемпе тухрĕç. А.Красновапа Н.Кавалерова "Свидание" сюжетлă ташăна питĕ килĕшÿллĕ ташласа пачĕç.
Раççей Космонавтика çулне халалланă смотр-отчет концертĕнче Т.Гавриловапа О.Долгова чун-чĕре хумханмалла вуласа панă "Андриян Николаева" тата "Юрий Гагарин" сăвăсем питĕ вырăнлă пулчĕç.
"Психбольницăра" тата "Ял мыскари" сценкăсенче вылякансем пысăк ăсталăхпа палăрчĕç, хăйсен сăнарĕсене интереслĕ те туллин уçса пачĕç.
Асанкассинчи фольклор ушкăнĕ "Вăйăри" юрă-ташăпа паллаштарчĕç.
Концерт программине Т.Саминовапа Н.Кокуркина кăмăла каймалла ертсе пычĕç.
Смотр-отчет концертне курма килнисем фойери выставкăра Л.Сандрейкинан, Н.Угаринан, Н.Антипован тата Куракинсен çемйин тĕррисемпе, çыхса тунă япалисемпе кăсăкланса паллашрĕç.