Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти пурнăç мана килĕшет

09 апреля 2011 г.

ХАЙПĂЛА – Шăмăршă тăрăхĕнчи чи илемлĕ ялсенчен пĕри. Çывăхрах – вăрман, улăх-çаран, шăнкăр-шăнкăр çырмапа кĕмĕл саслă çутă çăл куçсем...

Çак ялта çуралса ÿснĕ те ĕнтĕ Геннадий Ильич Карсаков, хăй калашпе, "хресчен ачи". Геннадий Ильич "ялта ĕç çук, мĕнле пурăнмалла-ши;" тесе калакансене татăклăн сивлет.

– Мĕнле ĕç çук пултăр; – тет Геннадий. – Акă эпĕ ĕçлесе те пĕтерейместĕп. Ялта – çĕр тĕрлĕ ĕç, ÿркенмесен, тăрăшуллă пулсан тулăх пурнăçпа пурăнма пулать.

Карсаковсем сăвакан икĕ ĕне, таса ăратлă ăйăр, икĕ пăру, сысна, чăх-чĕп усраççĕ. Çăва тухсан кăвакал чĕпписем те туянасшăн.

– Урхамаха кĕçĕн хĕрĕмĕр – Саша илтерчĕ, – кула-кула каласа парать кил хуçи мăшăрĕ – Лидия. – Палтиел вăтам шкулĕнче вĕренет вăл, кадет класне çÿрет. Лаша çине утлансан, арçын ачаран та çивĕчрех. Саша кăçалхи Акатуйĕнче ăмăртма хатĕрленет.

Карсаковсен МТЗ трактор (виçĕм çул туяннă, халĕ те çĕнĕ пекех), УАЗ автомашина пур. Хирти пĕр гектар çĕрĕ çинче çĕр улми тата выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ. Килти пахчинче те çу кунĕсенче çав тери тирпейлĕ, тухăçлă пахча çимĕç, улма-çырла кăмăла çĕклет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика