13 апреля 2011 г.
РАÇÇЕЙРИ Космонавтика çулне халалланă смотр-отчет концертне хутшăнса, Чукал ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ тăван ял-йыша интереслĕ программăпа савăнтарчĕ. (Илемлĕх ертÿçи М.Угарина, аккомпаниаторĕ З.Савельев).
Смотр-отчет программине арçынсен ансамблĕ "Четырнадцать минут до старта" юрăпа уçрĕ. Кун хыççăн хор "Уголок России" тата "Ăмăртуллă ташă" юрăсене илемлĕ шăрантарчĕ. Н.Ильичева – "Гармошка", С.Еремеев "Каçар, анне", В.Ильичева "Ма-ши;", "Капелькою неба" юрăсене ăста юрласа пачĕç. Дуэтпа тата триопа шăрантарнă юрăсем те килĕшрĕç куракансене. Арçынсен ансамблĕ "Зоренька", хĕрарăмсен "Ивушка" ансамблĕ "Куда бежит ручей", "Молодая-молода", хутăш ансамбль "Ой, полным-полна коробушка" юрăсене хитре юрларĕç.
В.Смольковапа И.Карпова вуланă "Земле отвечает луна", "Поднялся в космос человек" сăвăсене, республикăри "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕн (2010 ç.) лауреачĕсем Н.Ильичевапа Л.Рубцова шăрантарнă такмаксене, "Финансовый аналитик" сценкăна, Н.Долговапа Н.Безруков вылянă "Сергей хăта" спектакль сыпăкне те кăмăллăн йышăнчĕ тулли зал. Ачасен юрри-ташши те килĕшрĕ ял-йыша.
Фольклор коллективĕ программăна "Хамăр тăван патĕнче", "Пурăнар-и савăнса" юрăсемпе вĕçлерĕ.
Чукал ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов концерта хутшăннă çынсене чĕререн тав турĕ. Геннадий Петрович концертра хăй те сцена ăсталăхне кăтартрĕ.