13 апреля 2011 г.
Михаил Алексеевич Козлов (1936-2006) – чăвашран тухнă паллă зоолог-энтомолог (энтомологи – зоологин хурт-кăпшанка тĕпчекен уйрăм пайĕ). Хăйĕн пурнăçне вăл хурт-кăпшанка тĕпчес ĕçпе çыхăнтарнă, проктотрупидсене (пысăкрах хурт-кăпшанкă çăмартисемпе тăранса пурăнакан вĕтĕ кăпшанкăсем) сăнанă, чĕр чун ăслăлăхĕнче пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем тупнă.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче М.А. Козлов профессор 75 çул тултармаллаччĕ. Шел те, пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайрĕ. Паллă тĕпчевçĕн ĕçĕсене сума суса К.А. Ильичева (М.А. Козлов йăмăкĕ) пиччĕшĕ пирки уйрăм кĕнеке хатĕрленĕ.
Çĕр-шыври паллă тĕпчевçĕ М.А. Козлов Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ. Çак ялта Михаил Алексеевичăн аслашшĕпе асламăшĕ, ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсемпе шăллĕсем, йăмăкĕсем кун çути курнă. Ялти тĕп урам та Роман Козлов ячĕллĕ. Роман – Михаил Алексеевич ашшĕн пиччĕшĕ. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Пултаруллă çамрăк сăвăсем, юрă-кĕвĕ çырнă, юрланă, халăх сăмахлăхне пуçтарнă. 17 çулта Роман Козлов хăй ирĕкпе граждан вăрçине тухса кайнă, унта 1919 çулта пуç хунă.
Козловсен пысăк çемйинче çичĕ ача çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Алексей Максимовичпа Пелагея Тихоновна, тĕпренчĕкĕсене хутла вĕрентме тăрăшнă, ĕçе юратма, туслă пулма хăнăхтарнă. Аслисем кĕçĕннисене яланах пулăшса пынă. Пелагея Тихоновна вилес умĕн пĕр-пĕрне нихăçан та ан пăрахăр тесе халалласа хăварнă.
1955 çулта Михаил Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими уйрăмне вĕренме кĕрет. Пултаруллă çамрăка тÿрех асăрхаççĕ. Студент вăхăтĕнчех вăл тĕпчемен хурт-кăпшанкăпа аппаланать, чĕр чун ăслăлăхĕнче пĕлтерĕшлĕ ÿсĕмсем тума тытăнать. Çуллахи вăхăтра çамрăк тăван ялĕнчи кăпшанкăсене тĕпчет, пĕрле вĕренекен студентсемпе практикăра кайăк-кĕшĕке сăнать. И.М.Олигер профессор пулас тĕпчевçе пулăшсах пырать: ăслăлăх статйисем пичетлесе кăларма хавхалантарать. Мускав патшалăх университечĕн музейне илсе кайса ĕçлеттерет. Виççĕмĕш курс хыççăн студент Ленинградри патшалăх университетне куçма май тупать. Пурнăç тăршшĕпех Михаил Козловпа унăн вĕрентÿçи çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. И.М.Олигер Михаилшăн яланлăхах чăн-чăн юлташ пулса юлать. И.М. Олигер паянхи кун та пурăнать. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче нумай çул ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Олигер профессор ĕçсĕр лараймасть: 2006 çулта хăйĕн пултаруллă вĕренекенĕ М.А.Козлов çинчен аса-илÿ очеркĕ пичетлесе кăларнă.
1962 çулта Михаил Алексеевич Ленинградри университетран вĕренсе тухать. В.В.Попов профессор пулăшнипе çамрăк специалиста зоологи институтне илеççĕ. М.Козлов экскурсоводра пысăк хавхаланупа ĕçлет, экспонатсемпе тĕплĕн паллашать, хушма литература вулать. Çакă ăна кĕнеке çырас ĕçре самаях пулăшать.
1967 çулта кандидат диссертацине хÿтĕлет. Çакăн хыççăн ăна хурт-кăпшанкă лабораторине ĕçлеме куçараççĕ. Тĕксĕм те тăвăр кĕтесре хытса ларма пултараймасть нумай пĕлме ăнтăлакан энтомолог, çул çÿревсене хутшăнать. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче, Алтайра, Монголире, Иранра, Корейăра пулса курать. Тимлĕ ĕçлесе 600 яхăн çĕнĕ, малтан тĕпчемен проктотрупидсене палăртать. Ют çĕр-шывсенчи тĕпчевçĕсемпе çыхăну тытни ăсчаха хăйĕн ĕçĕсене пуянлатма май парать. 1983 çулта Михаил "Сцелиноиды, их систематическое положение, морфо-биологическая характеристика, распространение, эволюция, филогения, классификация и хозяйственное значение" темăпа доктор диссертацине хÿтĕлет. Çак ĕç сцелионид çемйине тĕпрен улăштарса çĕнĕрен системăлама пулăшать.
Тĕпчевçĕ ĕçĕпе кăна çырлахман Михаил Алексеевич. Нинбургпа пĕрле "Ваша коллекция" пичетлесе кăлараççĕ. Нумай ĕç, статья, кĕнеке çырать Михаил Алексеевич пурнăç тăршшĕнче. Уйрăмах унăн шкул ачисем валли хатĕрленĕ материалĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ (7-мĕшпе 8-мĕш классем валли кăларнă зоологи учебникĕсем, атлассем, хушма литература). Михаил Алексеевич типĕ, наука терминĕсемпе çыхăнтарнă чĕлхепе усă курман. Вăл çырнă кĕнекесенче калуçă кăсăклă, çăмăллăн пуплет, ачасене тĕпчеве хутшăнтарать. Çакă профессорăн ĕçĕсем паха пулнине çирĕплетет. Анлă та тарăн пĕлÿллĕ Михаил Козлов профессор юмах та çырать. "Пингвин – çул çÿревçĕ" кĕнеке ачасене тыткăнлать, паянхи кун та ăна нумайăшĕ юратса вулать.
Талантлă çын пур çĕрте те пултаруллă теççĕ. Зоологи ăслăлăхĕнче пирĕн ентеш сумлă, пĕлтерĕшлĕ çĕнетÿсем тунă, паха ĕçсем çырнă, çамрăк ăрăва пĕлÿ парас тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Михаил Алексеевич пур ĕçе те тĕплĕн шухăшласа тума тăрăшнă, çавăнпа та ăна пĕлекен çынсем чĕререн хисепленĕ. Унăн пултарулăх еткерĕ зоологи ăслăлăхĕнче яланлăхах сумлă вырăн йышăнса тăрĕ.
Алина ИСАКОВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки.