13 апреля 2011 г.
Çак ыйтăва Васан ялĕнче пурăнакансене час-часах паратăп эпĕ. Шел пулин те, ытларахăшĕ хăйсен ялĕн ячĕн пĕлтерĕшне пĕлсех кайманни курăнать. Çавăнпа "Васан" сăмахĕн пĕлтерĕшне район хаçачĕ урлă ăнлантарса пани вырăнлă та усăллă пулĕ тетĕп.
Н.И. Ашмаринăн "Чăваш сăмахĕсен кĕнекин" 5-мĕш томĕн 179-мĕш страницине уçсан "васан" (вазан) сăмах, "тарăнах мар, çурхи тата çумăр хыççăнхи шыв-шур вашмăк тип çырма тăрăх юхни", – тесе ăнлантарнине вулама пулать. "Васансем юха пуçларĕç", – çурхи шыв е çумăр шывĕ пĕчĕк канавсем (çырмасем – шыв юхнипе тăпрана çурса, илсе кайнă вырăн) тăрăх юхни. "Васан – неглубокий овраг с отлогими берегами, заросшими травою, и не длинный. Тăв айĕнче айлăм (улăх) пур, унта васансем юхса выртаççĕ. Васан юххи – ручеек, высыхающий летом".
Çак страницăрах (2-мĕш пункт) "Васан (вазан) – название дер, Большого Буянова Шемуршинской волости Буинского уезда" – тени те пур. Лайăхрах сăнаса пăхсан Васан ялĕ айлăмра ларни курăнать, тăватă енчен те сăрт хупăрласа тăрать ял ларакан вырăна: кăнтăр енче – Пуянкасси сăрчĕ; хĕвел анăç енче – Асьял сăрчĕ, çурçĕр енче - Ярăслав сăрчĕ, хĕвел тухăç енче - Чаткас сăрчĕ. "Васан" сăмах "казан" сăмахпа пĕр пек илтĕнет. Тутар чĕлхинче "казан" тени "котел", чăвашла "хуран" тенине пĕлтерет. Васан ялĕ те хуран пек айлăм вырăнта вырнаçман-и вара;
Нумаях пулмасть вара Интернета кĕрсе "васан" сăмахăн пĕлтерĕшне шыраса пăхма шутларăм. Акă мĕн çыраççĕ çак сăмах пирки унта.
1603-1867 çулсенче Японири Эдо тапхăрĕнче аталанса пынă математика наукине васан тенĕ. Вăл кунта 16-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче, Хидэеси ятлă Япони императорĕ, Корея çур утравне пăхăнтарса туртса илнĕ хыççăн илсе килнĕ Китайри математика кĕнекисенчен пуçланнă пулнă. Такакадзу Сэки (1642-1708) ăсчах алгебрăри пысăк ушкăнлă паллă мар числосен уравненийĕнчи тупсăмĕсен системине шутласа кăлармалли китай меслетне çĕнетсе лайăхлатнă. Çакăн хыççăн Японире математика науки çак хăйне евĕрлĕ çулпа, хăвăрт аталанма пуçланă, Васан наукине аталанма икĕ меслет пулăшнă. Пĕрремĕш - идаи: васан кĕнекисен хыçалти пайĕнче вырнаçтарнă шутласа кăларайман задачăсене ыттисене шутласа кăларма сĕнни7 Кам çак задачăна шутласа кăларать, çавă задача тупсăмне пĕлтерет те ыттисем валли вара хăй тепĕр задачăна шутлама сĕнет. Иккĕмĕшĕ – сангаку: математиксен йывăç хăма касăкĕ евĕр табличкисем. Математикăпа интересленекенсем çак хăма татăкĕ çине хăйсем шутланă задачăсене çырнă та чиркÿсемпе храмсене кайса маччаран çакса янă. Çак задачăсенчен ытларахăшĕ геометри меслечĕпе шутланисем пулнă. Вĕсене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемлетсе пĕтернĕ. Çакăн пек вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсене халăх умне кăларнă.
Эдо тапхăрĕ вăхăтĕнче Японин феодаллă правительстви хăйсен çĕр-шывне ытти халăхсене кĕртсех кайман пулнă. Çапах та XX ĕмĕр пуçламăшĕнче, Мэйдзи (1868-1912) патшара ларнă тапхăрта, çĕнĕ правительство хăйсен çĕр-шывне "уçсан" Японири шкулсенче хĕвел анăçран килнĕ математика наукине вĕрентме пуçланă, васан меслетне пăрахăçланă.
Интернетăн тепĕр страницинче, Библи словарĕнчен илсе кăтартнă "Васан" (латинла – Basan, ивритла ha-Bashan) сăмах вара, самаях пысăк, Иордан юханшывĕн Иавона (халĕ Вади Зерна) юппин хĕвел анăç çыранĕ тăрăхĕнче, çурçĕр енчи Ермон тата кăнтăр енчи Галаад тăвĕсен хушшинче, Иеромаис юхан шыв таврашĕнче вырнаçнă историлле облаçĕн ячĕ иккен. Çак облаç шутне Голан сăрчĕсем те кĕнĕ. Библире çырса кăтартнипе, Васанта пурăнакан авалхи тĕп халăх, рефамсем пулнă. Вĕсен патшине Ог тесе чĕннĕ. Васана малтан аморея халăхĕсем, каярах вара Моисей ертсе пыракан еврейсем пăхăнтарнă пулнă. Еврейсен вăхăтĕнче Васан облаçне Галаад таврашĕпе, эллинсем (грексем) килсе тухсан – Трахионит облаçĕпе пĕрлештернĕ. Кивĕ Завет поэзийĕнче Васан тăрăхне чапа тухнă юман вĕрманĕсемлĕ илемлĕ çĕр-шыв тесе çырса кăтартнă. Çак тăрăха каярах Ватанея тесе каланă. Васанăн сĕм авалхи ячĕ облаçăн чи варринче вырнаçнă Васан ятлă çÿллĕ ту ятĕнчен пулса кайнă пулмалла. Çак сăрта Псалом çыраканĕ Туррăн çÿллĕ тăвĕ тесе калани те пур (Пс. 67:16). Васан тăрăхĕ таврара çÿллĕ те паттăр юман вăрманĕсемпе, кĕтÿ çÿретмелли чаплă вырăнсемпе, мăйракаллă ăратлă выльăхсемпе чапа тухнă пулнă. Çĕр сухаласа тырă ÿстерме те меллĕ пулнă кунта. Уйрăмах тусен айккинче, вулкан породисенчен пулнă пулăхлă тăпра çинче тулă тата урпа пысăк тухăç панă. Васан араб чĕлхинче "хăйăрлă", "çемçе" тенине, тепĕр чĕлхесенче – базальтлă çĕр тенине пĕлтерет иккен.
Паянхи çул çÿревçĕсем каланă тăрăх, Васан тăрăхĕнчи çут çанталăк, Европăри хăш-пĕр çĕр-шывсенчи пек питĕ илемлĕ пулин те, çак вырăнта малтан чаплă пулнă хуласемпе ялсен ишĕлчĕкĕсем кăна юлнă иккен, халăхĕсем саланса пĕтнĕ. Авалхи Васан, Галаад тата çак тăрăхри ытти вырăнсем саланса юхăнасса Турă малтанах пĕлсе тăнă пулнă иккен: "Грядет день Господа Саваофа на все гордое и высокомерное, и на все превознесенное, предрек Исаия, Амос, Михей и Захария, не стало путешествующих, земля сетует; Ливан постыжен, увял; Сарон похож стал на пустыню, и обнажены от листьев своих Васан и Кармил (Ис. 33:8,9). Рыдай кипарис, ибо упал кедр; ибо и величавые опустошены; рыдайте дубы Васанские, ибо повалился непроходимый лес (Мих.11;2). Упала, не встанет более дева Израилева! Повержена на земле, своей, и не кому поднять ее" (Ам. 5;2). Халĕ çак вырăнсем Аврана е Гаурана ячĕсемпе паллă, ытларах друз ятлă халăх пурăнать кунта. Вĕсен пысăкрах хули – Востро ятлă. Кунтан суту-илÿçĕсемпе çул çÿревçĕсем час-часах иртсе çÿреççĕ. Дамаск хулинчен килекен çул икке пайланать: пĕри шăпах кăнтăралла, Мекка еннелле, тепри, кăнтăр-хĕвел анăçнелле пăрăнса Иерусалим патнелле илсе каять.
Мускаври пĕр суту-илÿ компанийĕ те хăйĕн ятне "ВАСАН Групп" ят панă иккен. Ку компани суту-илÿ тăвакансене улма-çырлапа тата пахча-çимĕçпе тивĕçтерет. Çак таварсене вăл Европăпа кăнтăр Америкăран, Африкăпа Çывăх Хĕвел тухăç çĕршывĕсенчен кÿрсе килет иккен. Ăçтан тупнă "Васан" сăмаха Мускавсем – паллă мар. Тен унта Васан чăвашĕсем е еврейсем ĕçлеççĕ;
Кам Васан çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн, Интернета кĕрсе "Васан" сăмахăн пĕлтерĕшне шырамалла.