Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелле

16 апреля 2011 г.

РФ Правительствин Председателĕ, "Единая Россия" политика партийĕн ертÿçи Владимир Путин çак уйăх пуçламăшĕнче парти членĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Калаçăва В.Володин вице-премьер, РФ Патшалăх Думин спикерĕ Б.Грызлов, Федераци Канашĕн председателĕн çумĕ С.Орлова, А.Чилингаров, В.Пехтин, В.Рязанский, Т.Яковлева депутатсем хутшăннă. Правительство пуçлăхĕ вĕрентÿ программине тĕплĕнрех тепĕр хут хатĕрлеме хушни çинчен пĕлтернĕ. "Вĕрентÿ сферин программи питех те кирлĕ, Раççей уйрăмлăхĕсене шута илес-тĕк, задача кăткăс, шкул нумай, пурте пурнăç ыйтнине тивĕçтерет теме пултараймастпăр", – тенĕ В.В.Путин. Ун шухăшĕпе, вĕрентÿ пахалăхне çĕкленипе пĕрлех тăкаксене чакармалла. Вăл вĕрентÿ системинче база центрĕсемпе вĕсен филиалĕсен сетьне тунине ырланă, дистанци вĕрентĕвне аталантарма, учительсен ĕç укçине ÿстерме кирлине палăртнă. "Вĕренÿ учрежденийĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи регионти вăтам ĕç укçинчен пĕчĕк пулмалла мар. Хăш-пĕр регионсенче вара вăл халĕ питĕ юлса пырать. Кăçал çĕр-шыври вăтам ĕç укçи, экономика аталанăвĕн министерстви шутланă тăрăх, 23,4 пин тенкĕне çитмелле, çитес çул – 26,5 пин. 2009 çулта вĕрентекенсем вăтамран 13 пин тенкĕ илнĕ пулсан, халĕ 14 пин тенкĕ патнелле çывхарнă", – тенĕ В.Путин. Вăл регионсенче законсем йышăннă чухне парти организацийĕсене вĕрентĕве лайăхлатмалли программăна туса хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика