Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи лайăх призывник» конкурс

16 апреля 2011 г.

ÇĔР-ШЫВРА çурхи призыв пуçланчĕ. Пирĕн районтан Раççей çарне 60 йĕкĕте илмелле. Çак кунсенче район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕ çара каякан çамрăксене Шăмăршăри Культура керменне пуçтарса "Призывник-2011" конкурс ирттерчĕ. Конкурсантсем вăй-хал упражненийĕсем туса, Калашников автоматне сÿтсе-пуçтарса тата кулăш конкурсĕнче ăмăртрĕç.

Хаваслă ăмăртусенче пĕрремĕш вырăна Пуянкасси ял поселенийĕнчи Николай Васильев, иккĕмĕшне – Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнчи Андрей Саминов, виççĕмĕш вырăна Михаил Андреев (Чукал), Дмитрий Петров (Шăмăршă) тата Иван Кувайский (Кивĕ Чукал) йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнепе тата юрă саламĕпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика