16 апреля 2011 г.
Ачалăх – чи савăнăçлă вăхăтсенчен пĕри. Шкулти тапхăрпа ачалăх çулĕсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ.
Шкул пурнăçне хаваслăрах та туллинрех, ачасен пĕлÿ тĕнче курăмне пуянлатас тесе Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул кÿршĕллĕ Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Хура Ката ялĕпе çыхăну тытсах тăрать. Çак ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри Г.А. Петрова пулнă. Ун хыççăн, ас тăватăп-ха, пире, вĕтĕр-шакăрсене Г.Г. Угарина тĕл пулăва илсе каятчĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн эпĕ хам та вĕрентекен пулса тăтăм. Хама вĕрентнĕ учительсен ĕçне малалла тăсса, 5-мĕш класри ачасемпе ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпир кÿршĕ яла Хура Катана тĕл пулăва çул тытрăмăр.
Чăнах та, тĕлĕнмелли, курмалли нумай пулчĕ. Ăшă кăмăлпа, çывăх тăванла кĕтсе илчĕç пире тутар ялĕнче. Чăн-чăн интернацилле туслăх кунĕ пулчĕ. Кунта чăвашсем те, тутарсем те, вырăссем те пулчĕç. Хăнана эпир кăна мар, Тутар Республикине кĕрекен Шăланкка ялĕнчи вĕренекенсем те килчĕç, КВН-ра тупăшрĕç. Вĕсем акăлчанла ирĕклĕ калаçни пире тĕлĕнтерчĕ.
Шкулпа паллашни, 5-мĕш класри вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулни, вĕсемпе çывăххăн калаçни ачасен асĕнче юлĕ.
Кунтах хамăн ачалăхри тĕл пулури тантăшăма та курма тÿр килчĕ. Вăл та тăван шкулĕнчех тутар чĕлхине вĕрентни мана савăнтарчĕ. Халĕ вара эпир вĕсене хамăр пата хăнана кĕтетпĕр.