16 апреля 2011 г.
1991 ÇУЛХИ апрелĕн 17-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен органĕсен тата Шалти çарсен учредительнăй конференцийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Шалти ĕçсен органĕсен тата Шалти çарсен ветеранĕсен Советне йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен органĕсен тата Шалти çарсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) организацийĕ ветерансен пуçламăш 68 организацине пĕрлештерсе тăрать. Çак шутран 26-шĕ – хуласемпе районсен шалти ĕçсен пайĕсен, 9-шĕ – Шалти ĕçсен министерствин ытти подразделенийĕсен, 32-шĕ – МЧСăн патшалăх пушар хăрушсăрлăх службин организацийĕсем. Ветерансен республикăри Советне хальхи вăхăтра ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ, милици генерал-майорĕ М.Ф. Киселев (вăл ЧР Шалти ĕçсен министрĕ пулнă) ертсе пырать. Шалти ĕçсен органĕсен тата Шалти çарсен ветеранĕсен Совечĕ пурĕ 6200 çынна (çав шутран 5.716-шĕ – аттестациленнисем) пĕрлештерсе тăрать. Пенсионерсенчен 66-шĕ – Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсем.
Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен органĕн ветеранĕсен пуçламăш организацийĕнче хальхи вăхăтра 36 пенсионер шутланса тăрать. Учетри Д.В. Евстафьев, 1915 çулта çуралнăскер, – вăрçă ветеранĕ. Куславкка районĕнчи Байгулово ялĕнче çуралнăскер, Дмитрий Васильевич 30 çул ытла Çĕмĕрле районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă. Вăл халĕ Шăмăршăра, мăнукĕ патĕнче пурăнать.
Милици ветеранĕсем тăтăшах районти шалти ĕçсен пайĕнче пулаççĕ, çамрăк сотрудниксене хăйсен паха ĕç опытне параççĕ. Профилактика ĕçĕнче те, преступленисене уçса парассинче те вĕсене усăллă канашсемпе сĕнÿсем параççĕ. Халăхра право пĕлĕвĕсене сарассинче те вĕсен тÿпи пур.
Районти шалти ĕçсен пайĕпе ветерансен Совечĕ хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленнĕ, пĕрлехи ĕç планĕ те пур. Ветерансем ЧР Шалти ĕçсен министерстви йĕркелекен республикăри, тĕрлĕ ăмăртусене те активлă хутшăнаççĕ. Акă 2010 çулта Е.М. Сетриванов республикăри ăмăртура çар хĕç-пăшалĕнчен перессипе призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Арçынсен "Ветерансем" ансамблĕ – ăна В.И. Харитонов ертсе пырать – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă патриотла юрăсен республикăри смотр-конкурсĕнче хăйĕн номинацийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Е.И. Кудрявцева солистка "Уйрăммăн юрласси" номинацире пĕрремĕш пулнă. Ытти ветерансем – В.М. Сетнеров, В.И. Харитонов, В.А. Петров, Н.Э. Мульдияров, В.Н. Федотов, Н.П. Бельцов, В.И. Митрофанов, А.К. Хлюкин, В.А. Кудряшов, В.А. Кондратьев, А.М. Краснов, В.Ф. Волковпа Ю.Г. Кудряшов та тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăннине палăртмалла.
Районти шалти ĕçсен пайĕн тата ветерансен Совечĕн руководителĕсем тăван Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявне, Çĕнтерÿ кунне, Чăваш милицине йĕркеленĕренпе 90 çул Раççей милицине туса хунăранпа 93 çул çитнине тата ытти паллă уявсене йĕркелесе ирттерчĕç. Кăçалхи мероприятисем те ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пыраççĕ.
Аслă ăрури çынсене хисеплессине ÿстерес, сотрудниксен моральпе нравственноç пахалăхне пысăклатас тĕллевпе РФ шалти ĕçсен министрĕн 2010 çулхи августăн 12-мĕшĕнчи 580-мĕш приказĕпе килĕшÿллĕн, Апрелĕн 17-мĕшне Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин шалти ĕçсен органĕсен тата Шалти çарĕсен Ветеранĕн кунĕ тесе йышăннă.
Ыран – Ветерансен уявĕ. Районти хисеплĕ ветерансене, шалти ĕçсен органĕнче чылай çул чăтăмлăн, пенсие тухичченех тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр, Ветеран кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.