Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçшăн хăрушă

16 апреля 2011 г.

СТАТИСТИКА кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре пĕр çын çулталăкра вăтамран 18 литр спирт ĕçет. Кунта ватă çынсемпе ачасене те шута илнĕ. Вĕсене кăларсан пĕр çитĕннĕ çын миçе литр ĕçнине палăртма та хăрушă! Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ вара çапла асрăхаттарать: наци пурнăçĕшĕн çулталăкра 8 литр спирт ĕçни те хăрушлăх кăларса тăратать. Çавна май пăшăрхантаракан хăш-пĕр ыйтăва районти тĕп больницăри А.П. Анчунова врач ăнлантарса парать.

– Алкоголь çынна мĕнле витĕм кÿрет;

– Организмра вăл витернипе улшăнман пĕр тĕртĕм те, пĕр орган та çук. Тĕп аркату пĕвере лекет. Пĕвер циррозĕ – 25-64 çулсенчи çынсем вилнин пилĕк сăлтавĕнчен пĕри. Хаяр шĕвексене ĕçекенсен, урă пурнăçа суйласа илнĕ çынсемпе танлаштарсан, миокард инфаркчĕ 2,5 хут ытларах пулать. Инсульт тата! Алкоголь çак хăрушă чир аптратассине те витĕм кÿрет. Эрех-сăра пуç мимине хытă сиенлет: нерв клеткисем вилеççĕ, çулсем иртнĕ май çын сипетлĕхе çухатать, хăйне йĕркеллĕ тытма пăрахать. Алкоголизмăн иккĕмĕш тапхăрĕнче хăшĕ-пĕри талăкра 1-2 литр шурă эрех ĕçме пултарать. Çул çинчи инкексенчен чылайăшĕ ÿсĕр водительсен айăпĕпе пулать. 2010 çулта медицина тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче районта 100 ытла ÿсĕр водителе тупса палăртнă. Преступленисенчен нумайăшне ÿсĕрле тăваççĕ.

– Халĕ ытла çамрăкла ĕçме вĕренеççĕ-çке.

– Юлашки çулсенче ачасене çуралнă куна тата Çĕнĕ çул уявне "Ача шампань эрехĕ" туянса парасси йăлана кĕчĕ. Çав тери сиенлĕ йăла. Ку ачана çитĕнсен алкоголизм тусĕ пулма ятарласа хăнăхтарниех пулать. Алкоголь çулĕ çине тăма хĕтĕртекен иккĕмĕш утăм – çул çитмен çамрăксем сăра ĕçме тытăнни. Ашшĕ-амăшĕ алкогольсĕр тесе çырнă шампань эрехĕпе сăрана ĕçме ирĕк панă-çке, нимĕн те пулмасть тесе шантарнă - апла тăк юрать. Çитĕннисен ĕçес тĕлĕшпе культура шайĕ пĕчĕк чухне ачисем алкоголь этемлĕхе, сывлăха аркатакан шĕвек пулнине ăша илмеççĕ паллах. Ку вĕсене кайран пысăк инкек патне илсе çитерет. 18 çула çитмен çамрăксен эрех-сăра пĕр тумлам та ĕçмелле мар! Çак йĕркене пурте пăхăнсан кăна сывă ăру çитĕнтерме пулать.

– Спиртлă тĕрлĕ шĕвек организмшăн пĕр пекех сиенлĕ-и;

– Шурă эрех е спиртлă ытти хăватлă шĕвек ĕçнипе кăна алкоголик пулаççĕ тесе шухăшлани йăнăш. Хĕрлĕ эрех тăтăш ĕçекенсен вăл тата иртерех пуçланать, йывăртарах иртет, мĕншĕн тесен малтанхи тапхăртах сарамакпа, пĕвер циррозĕпе, гипертонипе,атеросклерозпа, полиневритпа кăткăсланать, артритпа, подагрăпа, самăрлăхпа чирлеттерет. Чирлĕ çыннăн питне кăвакрах тĕс çапать. Хĕрлĕ эрех алкоголизмĕпе аптракансем час ватăлаççĕ, ир вилеççĕ. Шампань эрехне тăтăш (тĕслĕхрен, кунне пĕр бокал) ĕçни те алкоголизм чирне питĕ хăвăрт аталантарнине чылайăшĕ пĕлмест. Сăра алкоголизмĕ пур, майĕпенрех аталанать, анчах ыттисем пекех хăрушă. Вăл чĕрене питĕ сиенлĕ витĕм кÿрет.

Пуринчен те наркăмăшлисем – килте хатĕрленĕ улма-çырла эрехĕсем тата сăмакун. Вĕсем организма аркатуллă витĕм кÿрекен хутăшсенчен тăраççĕ. Алкоголь коктейлĕсене те наркăмăш пуххисем теме сăлтав çителĕклĕ. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăннине нимĕн те çитмест. Паллах, ĕçмеллех е ĕçмелле мар – çакна кашниех хăй суйласа илет. Анчах виçеллĕ ĕçес тесен те сĕтел хушшинчи культурăна пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.

– Унăн йĕркисене аса илтерсен те пăсмасть.

– 1. Ĕçкĕре типĕ шампань эрехне ĕçни те çителĕклĕ. Эрех хыççăн пылак (канфет, пироженăй, торт) çимелле мар.

2. Выç хырăмла эрех ĕçмелле мар. Уяв сĕтелĕ хушшине лариччен 2 сехет маларах мĕн те пулин çимелле.

3. Эрех хыççăн çуллă вĕри апат çимелле, çу хырăмлăхăн лăймака витĕмне хÿтĕлеме кирлĕ.

4. Ытларах хускалсан (ташласан, тĕрлĕ конкурса хутшăнсан, уçă сывлăша тухсан) лайăх.

5. Тепĕр кун ирхине йÿçĕ шĕвек (кĕтмел е шур çырли морсĕ, лимон хушнă чей, кефир) ĕçмелле, вĕри шÿрпе çимелле. Çăра чейпе кофе юрамаççĕ, вĕсем чĕрене йывăр витĕм кÿреççĕ.

6. Автомобиль рулĕ умне эрех ĕçнĕ хыççăн талăкран кăна ларма юрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика