16 апреля 2011 г.
ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ Сывлăх кунне халалласа Шăмăршăри вăтам шкулта "Сывлăхлă пул, ача!" акци иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркисене вĕрентес, ачасен сывлăхне упрас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе ирттернĕ мероприятие 1-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Çак кун пур классенче те "Сывлăх урокĕсем" ятпа класс сехечĕсем пулчĕç, сывлăха тĕреклетессипе çыхăннă видеофильмсем курчĕç. Шкулăн спорт залĕсенче 5-11 классенче вĕрнекенсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçрĕç. Уйрăмах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Н.А. Куприянов вĕрентекен классенчи ачасем пысăк активлăхпа палăрчĕç, тĕрлĕ йышши 11 ăмăртăва пысăк йышпа хутшăнчĕç.
Уйрăммăн илсен, 6,7,10,11 классенчи хĕрсемпе яшсем кире пуканне çĕклессипе, эстафетăра чупассипе, баскетбол мечĕкне ункăна ывăтассипе, футбол мечĕкне тĕл тапассипе, алла кубик тытса калла-малла чупассипе, волейбол мечĕкне сетка урлă каçарса палăртнă вырăна лектерессипе, вырăнтан вăрăмăшне сикессипе, турник çинче туртăнассипе, алă вăйĕпе çĕкленессипе, пĕр-пĕрне хулпуççипе чышса ункăран кăларассипе тата скакалкăпа сикессипе ăмăртрĕç.
Николай Анатольевич çак ăмăртусен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен, пуринчен те нумайрах очко пухса, 6-7 классем хушшинче 7 "Б" класс пĕрремĕш вырăна тухни палăрчĕ. 10 классенчи хĕрачасем хушшинче 10 "А" тата 10 "В" классем пĕрешкел очко пухса пĕрремĕшсем пулчĕç. 10-11 классенчи яшсем хушшинче 11 "а" класс мала тухни курăнчĕ. Çĕнтерÿçĕ-классем Грамотăсене тата "пылак призсене" – тортсене тивĕçрĕç.
Н.А. Куприянов учитель ăмăртусене ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн Евгений Кудряшов, Владимир Трофимов тата Зоя Иванская предпринимательсене чĕререн тав тăвать.