16 апреля 2011 г.
ХĔРĔХ çул пирус туртрăм. Юратнă мăшăрпа хĕр ачасем тахçанах пирусран хăтăлма ыйтаççĕ. Пĕр-икĕ хутчен туртма пăрахас тесе хăтлантăм, анчах темиçе сехет те чăтаймастăп – кăкăрта тем кăшлать, тем чăрмалать. Чĕлĕм мăкăрлантарса ярсанах иртсе кайнă пек.
Хальхинче вара хамăн ума çирĕп тĕллевех лартрăм: "Туртма пăрахатăпах". Мăшăрпа хĕрсем манăн шухăша ырлаççĕ, май килнĕ таран пулăшасшăн. Тăватă теçетке çула тăсăлнă сиенлĕ йăларан хăтăласси пĕрре те шÿт мар. Унччен канмалли кунсем валли темиçе пачка пирус маларахах илсе хураканччĕ. Хальхинче туянмарăм. Аслă типĕ умĕн мунчаран тасалса тухнă хыççăн пушă пирус пачкисене, шăрпăк курупкине сĕтел çине хутăм. Вĕсем патне: "Эпĕ туртма пăрахнă", – тесе çырса хутăм.
Ирхине пилĕк сехетре яланхиллех выльăхсем патне тухма хатĕрлентĕм. Картишне тухиччен сĕтел çинчи пирус пачкисемпе шăрпăка урайне пăрахса урапа таптарăм та: "Эпĕ туртма пăрахрăмах!", – терĕм. Унтан ним пулман пек ирхи ĕçсене пурнăçларăм. Картишĕнче ĕçлерĕм. Унччен выç çăварла 5 е 6 штук пирус туртса яраканччĕ. Халĕ вара табак туртас шухăш çук, шалтан нимĕн те ыйтмасть, чăрмаламасть. Тĕлĕнсе каймалла. Ирхи ĕçсене пĕр-икĕ сехетре вĕçлесен апата кĕтĕм. Ним пулман пекех. Пирус туртасси асра та çук. Унтанпа ним сисĕнмесĕр пĕр уйăх иртрĕ.
Пирĕн ялта пирус туртма пăрахакансем тата та пур. Вĕсемпе калаçса кайнă май акă мĕн пĕлтереççĕ: "Çулталăкра сахалтан та табак туртса 7 пин тенкĕ пĕтернĕ. Вуншар çул туртнине шутласан миçе пин тенкĕ пустуй расхутланă! Çав укçапа кану çуртĕнче каннă е çул çÿреве кайнă пулсан..." Питĕ тĕрĕс шухăш.