20 апреля 2011 г.
ТУНТИ КУН район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев ирттернĕ канашлура тĕп калаçу ялсенче тирпей-илем тăвасси тавра пычĕ. Валерий Петрович çак кунсенче кашни яла çитсе курнă, юр кайнă хыççăн "куçа тăрăнакан" çитменлĕхсене асăрханă. "Кун пек пурăнма юрамасть", – терĕ чунтан пăшăрханса район администрацийĕн пуçлăхĕ. Халĕччен республикăра чи тирпейлисенчен те чи илемлисенчен пĕри пулнă район çÿп-çап ăшне путса пыни кунта пурăнакан кашни çынна тарăн шухăша ямалла.
Мĕншĕн эпир "маншăн пулсан – хут купăс" шухăшпа пурăнма тытăнтăмăр-ха; Район центрĕнче – коммуналлă хуçалăх предприятийĕ çине, ялсенче – вырăнти администраци çине шанса хамăр тĕллĕн нимĕн тума та тăрăшмастпăр. Унччен куçа илĕртсе ешернĕ газонсем çинче паян сукмаксем тăватпăр, вун-вун çын лартса чĕртнĕ илемлĕ çăкасене качакасенчен кăшлаттаратпăр, çĕр-çĕр пин тенкĕ укçа тăкакласа сартарнă çулсене техникăпа çĕмĕретпĕр, пур çĕрте те варалатпăр, çÿпĕлетпĕр. Сăмах – урамсене вырнаçтарнă контейнерсем пирки те. Вĕсен йĕри-таврашĕ халĕ саккунсăр свалкăна çаврăннă. Çакна шута илсе, паян-ыранах контейнерсене пуçтарса илме йышăннă. Малашне кашни çурт хуçин çÿп-çапа михĕсене тултарса, укçа тÿлесех свалкăна леçтерме тивĕ. Урăхла çул-йĕр çук: тирпейлĕ пурăнас теместпĕр-тĕк, саккун вăйне туйса илер. Тирпей-илемшĕн тăрăшманнисене, кил-çуртри тасамарлăха урама е çырма хĕррине тăкакансене саккун йĕркипе пысăк штраф тÿлеттереççĕ.
Хăйсен качакисене ирĕкре çÿретме юратакансене те малашне пуçран шăлса каçармĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ полицин участокри уполномоченнăйсене те тирпей-илемшĕн тăрăшманнисемпе хытăрах калаçма сĕнчĕ.
Валерий Петрович ял поселени администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен кашни çын патне çитме, халăха ялта тирпей-илем тумалли пирки ăнлантарса пама ыйтрĕ.
"Тăван ялта, çуралса ÿснĕ урамра, кил умĕнче тирпейĕ те илемлĕ пулсан хамăршăнах лайăх вĕт-ха, - терĕ В.П. Фадеев. – Хушнипе-хистенипе мар, чĕререн ăнланса, хамăрăн пĕчĕк çĕр-шывăмăра чунтан юратса ĕçлер".