20 апреля 2011 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ халăх сывлăхне сыхлас ĕçе модернизацилемелли федераци программипе килĕшÿллĕн икĕ çул хушшинче 4,5 миллиард тенкĕ ытла илĕ, пĕлтерет "Единая Россия" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн пресс-центрĕ.
Çак тапхăрта Раççейри патшалăх муниципаллă сиплев учрежденийĕсен 40 процентне ытла тĕпрен юсама палăртнă. Кун пирки "Единая Россия" парти лидерĕ, РФ правительствин председателĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри медицина ĕçченĕсен форумĕнче палăртнă. "Халăх сывлăхне сыхлас ĕç системи 100 пин ытла единица чухлĕ хальхи ыйтусене тивĕçтерекен медицина техникипе пуянланĕ. Номенклатура питех те анлă – 1 пин те 400 ытла модельпе тĕслĕх. Çак тĕллеве пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 100 миллиард тенкĕ уйăрăпăр", – тенĕ Владимир Путин.
Патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри - çынсен пурнăçне вăрăмлатасси. Чи малтан, халăха паракан медицина çăмăллăхĕсен пахалăхне лайăхлатмалла, врач профессийĕн ятне-сумне ÿстермелле. Парти лидерĕ врачсен ĕç укçи чылай ÿсессине палăртнă.
Чăваш Республики Раççейре чăн малтисен шутĕнче сывлăх сыхлавĕн системине модернизацилемелли программа туса хатĕрленĕ. Икĕ çул хушшинче сиплев учрежденийĕсене çĕнетсе лайăхлатма, вĕсене çĕнĕ оборудованипе, медикаментсемпе туллин тивĕçтерме палăртнă.