20 апреля 2011 г.
Промышленноç
2011 çулхи пĕрремĕш кварталта районти предприятисем 2513 пин тенкĕлĕх е пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайран 4,7 процент ытларах продукци туса кăларнă.
"Чăваш вăрман хуçалăхĕ" ГУПăн Шăмăршăри участокĕ 1468,6 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, ÿсĕм – 353 процент. Çав вăхăтрах "Шемуршинсксельэнерго" ЗАО продукци туса кăларассине пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайран 59 процент чакарнă.
Пĕрремĕш кварталта Л.П. Корчаков предприниматель 60 тонна, пурĕ 1123 пин тенкĕлĕх çăкăр-булка изделийĕсем туса кăларнă. Çак кăтарту иртнĕ çулхи пĕрремĕш квартал шайĕнчен 3 хут пысăкрах.
Ял хуçалăхĕ
ПĕРРЕМĕШ кварталта мĕн пур категорири хуçалăхсенче аш-какай туса илесси пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайран 14 процент ÿснĕ, пурĕ 655,8 тонна туса илнĕ.
Мĕн пур категорири хуçалăхсем 3761,7 тонна (100,2 процент) сĕт туса илнĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăхсем 8733 пуç, сыснасем 13913 пуç, сурăхсемпе качакасем 5542 пуç, лашасем 780 пуç шутланнă.
Пĕчĕк предпринимательство
АПРЕЛĔН 1-мĕшĕ тĕлне районта 41 пĕчĕк предприяти, 470 уйрăм предприниматель, çав шутра 164 фермер (хресчен) хуçалăхĕ ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, предпринимательсен йышĕнче тата 26 çын, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен йышĕнче 4 хуçалăх хутшăннă.
Районта пĕчĕк предпринимательствăра 1290 çын ĕçлет.