Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç – телей

20 апреля 2011 г.

Пуянкассинчи 8 çул вĕренмелли шкулăн выпускной класĕнче вĕреннĕ чухне Галина Платонован ăçта вĕренме каясси пирки нимле иккĕленÿ те пулман. Унăн ашшĕпе амăшĕ – Александр Егоровичпа Евдокия Николаевна Платоновсем – хăйсен пĕтĕм пурнăçне ветеринари ĕçне халалланă: вĕсем малтан Елчĕк районĕнче ĕçленĕ, 1958 çулта Шăмăршă районĕнчи Пуянкассине куçса килсе "Правда", "Победа" колхозсен, ял çыннисен выльăх-чĕрлĕхне чир-чĕртен сыватнă, ан чирлеччĕр тесе анлă профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ. Яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ май, ветеринарсем ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

Ашшĕпе амăшĕн пархатарлă ĕç династине малалла тăсма ĕмĕтленсе, 1966 çулта шкулта 8 çул вĕреннине çирĕплетекен Свидетельство илсен Галина Платонова Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен çамрăк специалиста Карапай Шăмăршăна ĕçлеме янă: Галина Александровна çак ялти ветеринари пунктне ертсе пыма пуçланă. Вăл ытти ветеринари работникĕсемпе пĕрле Киров ячĕллĕ колхоз ферминчи тата Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи харпăр хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыватнă, чирсенчен сыхлама пулăшакан профилактика мероприятийĕсене те хастар хутшăннă. Пур ĕçе те яланах тÿрĕ кăмăлпа тума тăрăшнă Галина Платонова.

1974 çулхи ноябрьте çамрăк специалист пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – Галина Алексанровна колхоз автомеханикĕпе Георгий Карповпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьере умлă-хыçлă 3 ывăл çуралнă. 1974-1980 çулсенче заочнăй майпа Хусанти ветеринари институтĕнче вĕренсе Г.А. Карпова ветеринари врачĕн дипломне илнĕ. 1991-2000 çулсенче вăл Киров ячĕллĕ колхозра тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕ. Çак должноçра та пысăк яваплăхпа вăй хунă Галина Александровна. Пенсие тухичченех ветеринар ĕçĕнче тăрăшнă.

Хăйĕн тивĕçне яланах профессилле ăсталăхпа пурнăçланăшăн Г.А. Карпована Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесемпе чысланă.

Мăшăрĕпе пĕрле, Георгий Петровичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр, вăл 3 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ), виçĕ ывăлне те тивĕçлĕ воспитани парса, салтака юрăхлă ÿстерсе, аслă пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Андрей, Алексей тата Александр службăра çар командованийĕн Грамотисемпе Тав хучĕсене, сумлă знаксене тивĕçнĕ. Александр çар профессинех суйласа илнĕ – аслă лейтенант. Карповсен ывăлĕсенчен иккĕшĕ – çемьеллĕ. Галина Александровнăна 3 мăнук савăнăç кÿрсе тăрать.

Апрелĕн 22-мĕшĕнче Г.А. Карпова хăйĕн 60 çулхи юбилейне уявлать. Ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ ветеринари работникĕсем çумне хутшăнса, Галина Александровнăна сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика