Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтовиксем колхоза тĕреклетрĕç

20 апреля 2011 г.

1959 ÇУЛТА Сталин ячĕллĕ, Жданов ячĕллĕ, М.Горький ячĕллĕ тата "Слава" колхозсене пĕрлештерсе "Восход" колхоз туса хутăмăр. Çав колхозсем хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен комплекслă бригадăсем пулса юлчĕç.

Çакна палăртмалла: пĕрлешсе пысăкланнă хыççăн "Восход" колхоз çирĕппĕн малалла кайма пуçларĕ. 1965 çулта эпир районта пуçласа колхозниксене ĕçшĕн укçан тÿлесси çине куçрăмăр. Патшалăхран пĕр пус та илмесĕр, МТСран техника илнĕшĕн те кивçене парса татрăмăр.

Çав çулсенче колхоз председателĕнче ĕçленĕ май, ответлă вырăнсенче фронтовиксем пысăк вăй хунине палăртса хăварас килет.

Анат Чаткасри комплекслă бригадăна П.М.Фадеев пултаруллă ертсе пычĕ. Унăн уй-хир енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулса П.П. Еремеев тăрăшрĕ. Сĕт-çу фермин заведующийĕнче А.А. Захаров, сысна фермин заведующийĕнче Т.А. Ильин, аслă конюх пулса М.Д. Тихонов ĕçлерĕç. Трактор бригадине К.В. Воробьев, строительсен бригадине И.А. Захаров ертсе пычĕç. П.Н. Еремеев пахчаçăна, И.А. Максимов утарçăна тата столяра, Д.А. Угасин повара, Н.М. Кузьмин тимĕрçе, пушар дружинин начальникне И.Лебедева, Н.И. Мартынов почтальона, Г.П. Хрисановпа С.Юманов кладовщиксене, И.В. Самсонов, А.Г. Угасин, И.П. Тихонов трактористсене, Ф.Я. Чумуркин завхоза тата хăмла çитĕнтерекене, А.Ухорский конюха, М.Морозовпа С.Угасин бухгалтерсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарса тăнă Н.Е. Русскийпе И.Пыркина тата ыттисене ял-йыш ырăпа кăна аса илет.

Тури Чаткасри фермăна В.Ухваркин ертсе пычĕ. Слава паççулккинче кладовщик пулса А.П. Батров фронтовик ĕçлерĕ.

Çавăн пекех вăрçă ачисем – П.Н. Туктаров, В.Н. Чеков, Ф.Ф. Захаров, Н.В. Самсонов, В.Ф. Юнкеров тата ыттисем тăван колхоза мала ярассишĕн чунтан тăрăшса ĕçлерĕç. Шел, ветерансен пысăк пайĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Вĕсен ырă ĕçĕ пирĕн асрах. Вăрçă паттăрĕсен ывăлĕсемпе мăнукĕсем аслисен ĕçне малалла тăсаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика