20 апреля 2011 г.
ÇАК КУН районти ЗАГС пайне çамрăк арçынсем – пĕчĕк пепкесен ашшĕсем ир-ирех килсе çитрĕç. Иккĕшĕнчен пĕри – Шăмăршăри Андрей Кондратьев. Вăл мăшăрĕпе пĕрле, Кристинăпа, ывăл ÿстерет. Илья – иккĕре. Çак кунсенче акă туслă çемьене иккĕмĕш ача – Ксения – хутшăннă. Кил хуçи шăпах çак ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство илме килнĕ те ĕнтĕ ЗАГС пайне.
Арçынсенчен тепри – Тури Чаткасри Николай Степанов.
– Эпир мăшăрпа иксĕмĕр хамăрăн хĕр пĕрчине Ева ят хума шутларăмăр, – терĕ вăл шевле-кулăпа çиçсе. – Пирĕн çемьере икĕ ывăл ÿсет. Димăпа Кирилăн халĕ йăмăк та пур ĕнтĕ. Вĕсем куншăн питĕ савăнаççĕ.
Сăмах май, кăçалхи март уйăхĕнче районта пурĕ 15 ача çуралнă.