Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕм çул – халăхшăн

20 апреля 2011 г.

АПРЕЛĔН 19-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн. 1991 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнчи 204-мĕш номерлĕ постановленийĕпе тата халăх депутачĕсен район Совечĕн 1994 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи 7-мĕш номерĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн, Шăмăршăра халăха ĕçпе тивĕçтерекен бюро туса хунă. Паян вăл "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Шăмăршă районĕнчи Центрĕ" ятпа ĕçлет.

Хăйĕн малтанхи утăмне пирĕн учреждени район администрацийĕн çуртĕнчи икĕ кабинетран тата пичетлекен машинкăран пуçланă, граждансен персональнăй учет карточкисене алăпа çырса тултарнă. Пыра-киле Центр аталансах пынă, халĕ вăл лайăх йĕркеленĕ производство пекех ĕçлет. Коллектив икĕ çынран сакăр çын таран ÿсрĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен Центр пирĕн пата килекен кашни çын ыйтăвне тĕплĕн тишкерсе тивĕçлĕ хурав пама тăрăшать. Йывăрлăха çĕнтерсе пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, малашлăх çул-йĕрне палăртма майсем туса парассишĕн вăй хуратпăр. Коллективра кашниех пысăк яваплăха туйса ĕçлет.

Республикăри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли программăпа килĕшÿллĕн, ĕç вырăнĕ шыраса пынă граждансене чунтан ăнланса, пулăшас кăмăлпа йышăнатпăр. Юлашки вунă çул хушшинче Центра ĕçсĕр тăрса юлнă 8709 çын пынă, вĕсенчен 4985-ĕшне ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ, пирĕн служба пулăшнипе 6732 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Районта ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăри вăтам шайран пĕчĕкрех пулни те пирĕн Центр начар мар ĕçленине çирĕплетет.

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕçсĕр тăрса юлнă 94 çын учетра тăрать. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,15 процентпа танлашать.

Центрта ĕç татса вĕренÿ вырăнĕсен ярмăрккине йĕркелессине те тĕп вырăна хуратпăр. Кăçалхи виçĕ уйăхра 3 ярмăркка йĕркелерĕмĕр. Унта ĕçсĕр юлнă, анчах та ĕç рынокĕнче кирлĕ специальноçа алла илес текенсем хутшăнчĕç.

Тин çеç професси илнисем те ĕçсĕррисен йышĕнче сахал мар. Паян тивĕçлĕ вырăн тупма вĕсен стаж та, опыт та çук. Ĕç паракансем çавна пулах çамрăк специалистсене хапăлах мар. Çак ушкăнри çынсене пулăшма Центрта стажировка вырăнĕсен ярмăрккине ирттерме тытăнатăмăр.

Паллах, обществăлла ĕçсене хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра 133 çынна вăхăтлăх ĕç тупса патăмăр, çав шутра 41 çынна обществăлла ĕçсене вырнаçтарнă. 14 çултан пуçласа 18 çула çитнĕ çамрăксене – пурĕ 89 çынна – вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме ĕç тупса панă. Профессие хамăр тăрăхрах илме пултарни ырă пулăм тейессĕм килет. Кÿкеçри вĕрентÿпе курс комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕ ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсем вĕрентсе хатĕрлет.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ĕçсĕр тăрса юлнă 30 граждана професси пĕлĕвĕ илме вĕренме ятăмăр. 305 гражданин профориентаци çăмăллăхĕ илчĕ.

Иртнĕ çулсенчи пекех, кăçал та ĕçсĕр граждансем хăйсен ĕçне пуçарас енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Чи кирли – çак пулăшу мелĕпе тĕрлĕ ушкăнри çынсем усă курни. Сăмахран, тĕрлĕ пĕлÿ шайĕллĕ тата тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕчĕк бизнеса пуçăнма май туса паратпăр. Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курнă ĕçсĕррисем халĕ ура çинче çирĕп тăраççĕ, хăйсем те хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 33 çын харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе яма федераци бюджетĕнчен субсиди илчĕ.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирме май паракан тепĕр документ – ведомствăн Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программи. Унпа килĕшÿллĕн ĕç шыракансене, вырнаçма кансĕр граждансене (инвалидсене) ĕç тупма пулăшмалла; социаллă адаптаци памалла, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ илнĕ 18-20 çулсенчи çамрăксем – пуçласа ĕç шыракансем – валли ăна вăхăтлăх йĕркелемелле; 14-18 çулсенчи ачасене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе хутшăнтармалла; Центра пулăшу ыйтма килнисене професси илме, тепĕр специальноçа хăнăхма, квалификацие ÿстерме ямалла; вĕсене професси ориентацийĕ тата психологи пулăшăвĕ памалла; пособи тата укçа тÿлевĕ уйăрса социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелле; пенсие маларах кăлармалла; ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене служба органĕ янипе профессие вĕреннĕ тапхăрта стипенди тÿлемелле.

Çапла, тĕллевсем пĕчĕк мар. Вĕсене пурнăçлама пирĕн Центрăн майсем çителĕклĕ. Коллективăн профессионализм шайĕ пысăк, йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма эпир яланах хатĕр.

Уяв ячĕпе саламлатăп сире, хаклă коллегăсем. Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, професси ăсталăхĕ, çынлăх тата творчествăлла ăнтăлу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика