Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика программине пурнăçласа

20 апреля 2011 г.

Чăваш Республикинче ĕçсĕррисен йышне чакарас тесе 2009 çулта Республикăри тĕллевлĕ программăна йышăннă. Çак программăн тĕп çул-йĕрĕсем: ĕçсĕр граждансене хăйсен ĕçне йĕркелеме пулăшасси, обществăлла ĕçсем йĕркелесси, ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур работниксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси, вĕренÿ заведенийĕсен выпускникĕсем ĕç опытне илччĕр тесе стажировка ирттерме ĕç тупса парасси.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр çак программăпа питĕ тимлĕ ĕçлесе пырать. 2009 çулта 13 выпускник стажировка тухнă, административлă отпусксенчи 101 çынна вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарнă, 315 çын обществăлла ĕçсенче вăй хунă. Центр пулăшнипе ĕçсĕр 30 гражданин хăйĕн предприниматель ĕçне уçнă. Çак мероприятисене пурнăçлама 5 миллион та 114 пин те 740 тенкĕ расхутланă.

2010 çулта Центр республика программипе малалла ĕçленĕ. Центр пулăшу парса (кашнинех 58 пин те 800 тенкĕ тÿленĕ) ĕçсĕр 94 çын хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи И.А. Сатеевăн фермер хуçалăхне 2 инвалида ĕçе вырнаçтарнă. Ĕç вырăнĕсене ятарлă оборудованипе тивĕçтерме Центр хуçалăха 60 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Кунсăр пуçне тулли мар ĕç кунĕпе вăй хуракан 202 çынна вăхăтлăх ĕçе янă. 15 выпускник стажировка ирттернĕ, вĕсенчен 10-шĕ яланхи ĕçе вырнаçнă (3-шĕ – стажировка вырăнĕнче, 7-шĕ - ытти организацисенче).

Кăçал Центр пулăшу панипе ĕçсĕр 35 гражданин хăйсен ĕçне йĕркеленĕ. Пĕрисем шултра мăйракаллă выльăх е сыснасемпе сурăхсем ĕрчетеççĕ, теприсем транспорт, фото-видео е парикмахер пулăшăвĕ парассипе, виççĕмĕшсем хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлеççĕ, тăваттăмĕшсем суту-илÿ тăвассипе е автомашина юсассипе вăй хураççĕ.

Кивĕ Чукалти Л.П. Карзанова предпринимателĕн суту-илÿ предприятине тата "Агрофирма-Карлинская" ЗАОна икĕ инвалида ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕшĕн Центр тÿлет.

Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсенчен иккĕшне тин йĕркеленĕ ĕç вырăнне вырнаçтарнă. 3 çул таранчченхи ачасем пăхакан амăшĕсемпе те тĕл пулатпăр, вĕсене вĕренме ярасси пирки калаçатпăр. Паянхи кун тĕлне 5 хĕрарăм газ хуранĕн операторне вĕренме кăмăл турĕ. Кÿкеçри вĕрентÿпе курс комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕнче, Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче, университет филиалĕн курсĕнче, Шупашкарти "Аспект" вĕренÿ центрĕнче вĕренсе специальноç илме пултараççĕ амăшĕсем. Программăпа килĕшÿллĕн, кăçал ĕçе тухма хатĕрленекен пĕчĕк ачасен 18 амăшне вĕренме яма палăртатпăр. Çакна та пĕлтеретпĕр: Центр вĕренĕвĕн кашни уйăхĕшĕн 4330 тенкĕ стипенди тÿлет, çул укçине саплаштарать. Вĕренсе çĕнĕ специальноç илме ĕмĕтленекен амăшĕсене (3 çул таранчченхи ачасен) пирĕн Центрпа çыхăнма сĕнетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефон – 2-31-98.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика