Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ специальноç илеççĕ

20 апреля 2011 г.

Граждансене ĕçе вырнаçтарассипе, çĕнĕ професси парассипе çыхăннă профориентаци ĕçĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центрта Административлă регламентпа килĕшÿллĕн пырать. Профориентаци пулăшăвне граждансем уйрăммăн та, ушкăнпа та (информаци кунĕсенче, занятисемпе тренингсенче) илеççĕ. 2001 çултан пуçласа 2011 çулхи март уйăхĕччен пирĕн Центр пурĕ 10 пин ытла çынна профориентаци пулăшăвне панă.

Ĕçсĕр çынсене професси парасси, вĕсене тепĕр хут вĕрентсе квалификацие ÿстересси Центрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Пирĕн направленипе 10 çул хушшинче районта пурĕ 620 çын ытла тĕрлĕ специальноçпа вĕреннĕ. Вĕсем котельнăй операторĕн, электрогазосварщикăн, стропальщикăн, газ оборудованине юсакан тата пăхса тăракан слесарĕн, уйрăм çын предприятийĕн хуралçин, бульдозер машинисчĕн, парикмахерăн, интерьер дизайнерĕн, маникюршăн, "1 с: Предприятие" программăна вĕреннĕ бухгалтерăн удостоверенийĕсене илнĕ.

Кунта çакна та палăртмалла: эпир ĕçсĕр çынсене хальхи вăхăта тивĕçтерекен вĕрентÿ программиллĕ тата производство базиллĕ учрежденисене вĕренме кайма направлени паратпăр. Вĕсем общежитире пурăнаççĕ, стипенди илеççĕ. Çул-йĕр тăкакĕсене те Центр саплаштарать.

Енчен те эсир предприятире е учрежденире ĕçсĕр тăрса юлтăр пулсан, куншăн çав тери пăшăрханма кирлĕ мар. Ăнланатпăр: ку лару-тăру чун-чĕрене питĕ хумхантарать. Ĕçсĕр юлнисене эпир тÿрех пирĕн Центра килме ыйтатпăр.

Пирĕн алăк сирĕншĕн яланах уçă, район çыннисем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика