Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç – сăвап

20 апреля 2011 г.

ЮЛАШКИ вăхăтра хăшпĕр çынсем начар енне туртăнни пирки пăшăрханса калаçнине тăтăшах илтме пулать. Уйрăмах кивçен илнĕ парăма çийĕнчех парса татманни, е тата илнине манса кайни вуçех тарăхтарать. Тупнă япала вара çийĕнчех "прихватизаци" те тăвăнкалать.

Çапли çапла та-ха... Çапах та этемĕн кăмăл-сипечĕ, ăшă туйăмлăхĕ яланах пысăк сумлăхра. Акă февраль уйăхĕнче Вологда хулинче пурăнакан автобус шоферĕ çул çинче пенси памалли миллион тенкĕ ытла укçа тупса пани пирки çĕр-шыври массăллă информаци хатĕрĕсем питĕ савăнса пĕлтерчĕç. Ку чăн-чăн çынлăх туйăмĕ вĕт!

Нумаях пулмасть çакăн евĕрли пирĕн Шăмăршăра та пулса иртнĕ. Мускав облаçĕнчен ĕçлесе таврăннă Шăмăршăра пурăнакан арçын казначейство уйрăмĕ тĕлĕнче кĕсйинчен самаях пысăк суммăллă укçапа паспортне кăларса ÿкернĕ. Çак япаласем банкра хуралçăра ĕçлекен Виталий Юмановăн куçĕ тĕлне лекнĕ. Хуçине вара çийĕнчех телефонпа шăнкăравласа пĕлтерет. Паспорт çинче кам иккенни паллă-çке. Укçапа паспорта тупса панăшăн В.Юманова телейлĕ арçынпа мăшăрĕ чĕререн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика