23 апреля 2011 г.
ÇУРКУННЕХИ ырă ĕçсен эрнине хутшăнса, Шăмăршăри вăтам шкулта "Таса картиш", "Пулăшу аллине тăсса пар", "Пĕчĕк тус патĕнче – хăнара" акцисем иртеççĕ.
Палтиелĕнчи вăтам шкулта "Ырă ĕç тума васка!" акци çулталăкĕпех пырать. Кашни класс вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, инвалидсене шефа илнĕ, вĕсене кил картинчи, кил-çуртри тĕрлĕ ĕçсене тума пулăшаççĕ. Пуçламăш классем "Туслăх" ача садне çÿрекенсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ.