Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чернобыльти АЭСра катастрофа пулнăранпа 25 çул çитнĕ май

23 апреля 2011 г.

ЧЕРНОБЫЛЬ... Шăпах 25 çул каялла, 1986 çулхи апрельте çак хăрушă сăмах пĕтĕм тĕнчене кисретрĕ, сехĕрлентерчĕ. Кунти атом электростанцийĕн 4-мĕш блокĕнче пулнă взрыв вуншар пин çын пурнăçне туртса илчĕ.

Çак хăрушă датăна асра тытса Раççейре апрелĕн 26-мĕшне радиаци аварийĕсемпе катастрофисенче вилнисене асăнмалли кун тесе паллă тăваççĕ. Районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пай ку тĕлĕшпе мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Чернобыльти аварие сиенсĕрлетме хутшăннисене пулăшма, вĕсен сывлăхне тĕрĕслесе чир-чĕртен сипленме майсем туса пама, вăхăтсăр вилнисене чысласа асăну митингĕ ирттерме палăртнă. Çавăн пекех шкулсемпе библиотекăсенче калаçусемпе тематика каçĕсем, патриотизм майлă акцисем ирттерме йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика