23 апреля 2011 г.
АПРЕЛĔН 26-мĕшĕнче Раççей, Украина тата Беларусь çĕршывĕсем Чернобыльте атом катастрофи пулнăранпа 25 çул çитнине хурлăхлăн паллă тăвĕç. Чернобыльти хăрушă инкеке сиенсĕрлетме пирĕн районтан вун пĕрĕн хутшăннă, хальхи вăхăтра пиллĕкĕшĕ чĕрĕ. Улттăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Василий Старшов... Кулса тăракан илемлĕ сăн-питлĕ, вăр-вар та çаврăнăçуллă çамрăк арçын халĕ те куç умĕнче тăнăн туйăнать. Районти "Сельхозхимия" предприятире ЗИЛ автомашинăпа ĕçлетчĕ вăл, тăрăшуллăхĕпе палăрса тăратчĕ. Юлашки сакăр уйăхне ĕçлеймерĕ, йывăр чирлесе вырăнпа выртрĕ. Çамрăклах, хĕрĕх урлă каçсанах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Арăмĕ – Зинаида Леонидовна икĕ ачапа тăрса юлнă, виççĕ-мĕшпе йывăр çын пулнă. Леня ашшĕне курман, вăл ашшĕ вилнĕ хыççăн çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕне сăн ÿкерчĕк тата амăшĕ, Светăпа Лена аппăшĕсем каласа панă тăрăх çеç пĕлет. Василий Старшов Чернобыльти атом катастрофин инкекне сирме пирĕн районтан чăн малтисен шутĕнче - 1986 çулхи çулла хутшăннă. Припять хулинче (атом электростанцийĕнчен 4 çухрăмри, унччен 50 пин çын пурăннă хула) радиаци уйрăмах вăйлă сарăлнă пулнă. Хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курнă пулин те, радиаци тусанĕ çынсене сиенленĕ-сиенленех ĕнтĕ.
"Тăраничченех радиаци çăтнă, – тетчĕ кайран Василий. – Авари пулнă вырăна çийĕнчех çитнĕ пушарнăйсене, сывлăшра çакăннă радиаци пĕлĕтне çĕр çумне пусаракансене уйрăмах шел. Сывлăхĕсене нумай сиен турĕç пулĕ", – аса илет паян унăн мăшăрĕ – Зинаида Леонидовна.
Зонăра радиаци фонĕ нормăпа пăхнинчен 12-14 хут пысăкрах пулнă. Аварие сиенсĕрлетме хутшăнакансене кун çинчен пĕлтермен. Респиратор тăхăннипе çеç сывлăха упраса хăвараймăн çав.
Чернобыль катастрофин инкекĕ тата пысăкрах та пулма пултарнă. Реакторсене хăрушлăха пăхмасăр васкавлăн саркофагпа хупламан пулсан, радиаци хумĕ ăçта çитетчĕ-ши; Шухăшлама та хăрушă. Пĕтĕм çĕршыв, пин-пин çын кар тăрса инкеке пÿлсе лартни – чăн-чăн паттăрлăх. Василий Старшов пек хăюллă çынсем хăйсен сывлăхĕн хакĕпе этемлĕхе радиаци синкерĕнчен хÿтĕленĕ. Ун чух вĕсен радиаци пайăрки кама мĕн чухлĕ лекни, малашлăхра мĕн кĕтни çинчен шухăшлама вăхăт та пулман. Хушнă, каланă – пурнăçламалла, инкеке сирмелле. Халĕ вара, çулсем иртсе пынă май, Чернобыль "парнеленĕ" чирсем тупăнсах тăраççĕ. Çак чирсенчен пĕри Василий Старшова та ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлма пулăшрĕ пулĕ.
Районта халĕ пурăнакан "чернобылецсем" те – пурте тенĕ пекех инвалидсем. Юн çаврăнăш, сывлав, вар-хырăм органĕсен, нерв тытăмĕн, шыçă чирĕсем нумайăшне нушалантараççĕ.
Вĕсем – Чернобыль катастрофине сиенсĕрлетме хутшăннă çынсем – кăкăрĕсене шаккаса патшалăхран çăмăллăхсем ыйтмаççĕ. Кăкăр тулли орден-медаль те çук вĕсен. Тен, чун ыратнă чух тухтăрсемпе тÿрккесрех те калаçаççĕ пулĕ. Каçарма пĕлер вĕсене, хамăр та каçару ыйтар.
... ИРТНĔ ÇУЛ – Чернобыль катастрофине пула вилнисене асăннă кун – Шăмăршăри масар çинче пултăмăр. Василий Старшовăн тирпейлĕ кăна вил тăприйĕ çине чечек çыххисем хутăмăр. Мăшăрĕ – Зинаида Леонидовна – тимĕр хĕрес çумне вырнаçтарнă сăн ÿкерчĕке чуп туса илчĕ те, ĕсĕклесех йĕчĕ. Пирĕн те – пурнăçра тем те курнă çулланнă арçынсен – куçсем шывланчĕç. Лăпкăн çывăр, Вася-Василăк...
Инçех те мар тепĕр "чернобылецăн" – Виталий Никитинăн вил тăприйĕ. Хĕрес çумне чечек çыххи хутăмăр та, ассăн сывларăмăр. Мăшăрĕ те, ачисем те пулман унăн, çемье телейне те ас тивеймен. Тен, çакăншăн чăн малтан Чернобыль айăплă; Каçар, Виталий, эс чĕрĕ чухне сан паттăрлăху çинчен çырма вăхăт тупаймарăм...