23 апреля 2011 г.
"ШĂНКĂР-ШĂНКĂР шыв пек", - теççĕ пирĕн чăваш чĕлхи пирки ытти халăх çыннисем. Ăна чĕвĕлти чĕкеç чĕлхипе танлаштаракансем те сахал мар. Юррисем тата, юррисем! Итлесе тăранмалла мар вĕт!
Чăвашсем халĕ – пĕтĕм тĕнче пĕлекен халăх, тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен чапĕ çĕршер те çĕршер çĕр-шыва сарăлчĕ.
Тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çук. Тĕрĕссипе ку çапла пулмалла та. Мăн несĕлсен, атте-анне чĕлхине кашнийĕнех хисеплемелле. Пĕр сăмахпа, чăвашăн чăваш пулнишĕн савăнмалла кăна. Анчах çаплах-ши;
Çук çав, пур чухне те апла мар. Ял çамрăкĕсемех, хулана кайса пĕрер батон çиеççĕ те, туххăмрах "вырăсланаççĕ", яла килкелесен те чăвашла калаçасшăнах мар. Ялсенчи интеллигенци ачисем ашшĕ-амăшне вырăсла чĕнни те пăшăрхантарать. Çав вăхăтрах ырă тĕслĕхсем те çук мар: район центрĕнче çуралса вырăс ачисемпе хутăшса ÿснĕ пĕр шĕверкке аслашшĕне чăн-чăн чăвашла "асатте" тет.
Каçарăр та, чăвашсенчен миçе çын Цивильск чăвашла мĕнле куçарăннине пĕлет; Çакна Шăмăршăри автостанцире те илтеймĕн – пурте тенĕ пекех Çĕрпÿ хулине мар, Цивильска çитме билет ыйтаççĕ.
1972 çул аса килет. Çарта службăра тăраттăмччĕ ун чух. Отпуска кайсан Вăрнар районĕн каччи чăвашла пластинкăсем илсе килнĕччĕ. Пирĕн батальонта тĕрлĕ наци салтакĕсемччĕ. Пурте илемлĕн шăранакан чăваш юррисене киленсе итлерĕç. Кайран та хăшĕсене темиçешер хут çавăрттараттăмăр.
– Çемçе, çепĕç чĕлхе сирĕн, – тетчĕç салтаксем. Çакă халĕ те час-часах аса килет.
Чăваш Республикинче пурăнатпăр эпир. Апла пулсан, эпир - чăвашсем. Хамăрăн чĕлхене упраса, сыхласа хăвармалла пирĕн. Унăн пуласлăхĕ яланах пысăк пултăр, хăй чăваш пулнишĕн никам та ан вăтантăр.