23 апреля 2011 г.
ТĔнчере мĕн пулса иртнине эпир теле-радио передачăсем тата хаçатсем урлă пĕлсе тăратпăр. Тĕрлĕ информаци-хыпар пирĕн тĕнче курăмне анлăлатма пулăшать, шухăшлав шайне аталантарать. Маншăн педагогика ĕçĕн тата аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕшĕн, хаçат вуламанни – апат çименнипе танах. Пирĕн çемье пĕр чарăнмасăр 40-50 çул хушши "Хыпар", "Советская Чувашия", "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатсене çырăнса илет. Кунсăр пуçне "Ветеран", "Математика в школе", "Математика" изданисем те çырăнатпăр. Хаçатсем вуламасан пурнăçран юлнă пекех туйăнать.
Чи юратнă хаçат, паллах, – "Шăмăршă хыпарĕ". Тĕнчери, Раççейри тата хамăр республикăри хыпарсене эпир телевиденипе, радиопа паракан тĕрлĕ передачăсем урлă пĕлсе тăратпăр. Хамăр районти хыпарсене вара эпир пĕртен-пĕр издание – "Шăмăршă хыпарне" вуласан кăна пĕлме пултаратпăр. Хаçат содержанийĕ – пуян та тĕрлĕ енлĕ. Эрнере икĕ хут тухса тăракан çак изданин кашни номерĕнчех вулакан хăйне килĕшекен материалсем тупма, вĕсене кăсăкланса вуласа тухма пултарать. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн интереслĕ тухса тăрать район хаçачĕ. Çавна май унăн тиражĕ те ÿснĕ.
Халĕ хаçат-журнал çырăнтарассин черетлĕ компанийĕ пуçланчĕ. Пирĕн, район çыннисен, "Шăмăршă хыпарне" çырăнса илесси пирки манас марччĕ. Паллах, учительсен çемйисенче те пултăр çак хаçат. Районти çĕнĕ хыпарсене, унăн тĕрлĕ енлĕ пурнăçне çутатакан статья-тĕрленчĕкĕ кашни учителĕн вуласа пымалла тесе шутлатăп.
Район хаçачĕн хакĕ темиçе çул ĕнтĕ улшăнусăр тăрать. Çак ырă пулăм та кашни çемьене "Шăмăршă хыпарне" çырăнса илме хавхалану кÿтĕрччĕ.