23 апреля 2011 г.
ÇУРКУННЕ çитрĕ. Юр ирĕлсех пырать, ăшăтса тăрать. Тавралăх та илемленет. Анчах та çул хĕррисенчи, автобус чарăнăвĕнчи, халăх йышлă пухăннă, тăнă вырăнсенчи тасамарлăх кăмăла пăсать. Мĕн кăна курмастăн кунта: тĕрлĕ кĕленче савăтсем, пластмасса бутылкăсем, консервпа сăра банкисем, хут пакетсем... Çак ÿкерчĕкех вăрман хĕрринче, çырма çумĕнче те тĕл пулатăн. Урамсенче ятарлă контейнерсем лараççĕ пулин те, нумайăшĕ çÿп-çапа унта пăрахма ÿркенет пулас, контейнер çумĕнче тĕрлĕ ăпăр-тапăр сарăлса выртать.
Халĕ çырмара шыв юхать те, унта мĕн кăна курмастăн. Çулла унта ачасен шыва кĕмелле, тĕрлĕ чĕр-чунсен, пулăсен шывра пурăнмалла. Анчах та никам та çут çанталăка упрасси çинчен шутламасть пулмалла. Пĕр шутласан, пурте хамăртан килет.
Халĕ, юр ирĕлсе, ăшăтса пынă май, пахча ĕçĕсем пуçланиччен субботниксем ирттерсен питĕ вырăнлă пулĕччĕ тесе шутлатăп. Кашни çын 1-2 кун тухса ĕçлесен те пысăк ĕç пулĕччĕ, тавралăх та илемленĕччĕ, хамăра та çÿреме, канма кăмăллă пулĕччĕ.