23 апреля 2011 г.
РАЙОНТИ сморт-отчета вĕçлесе, Шăмăршă ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ райцентрти культура аталанăвĕн центрĕнче халăха интереслĕ программăллă концерт кăтартрĕ.
Программăна уçса, пысăк хор "Чăваш çĕр-шывĕ" тата "Родина" юрăсене мăнаçлăн шăрантарчĕ (Илемлĕх ертÿçи В.Кудряшова, аккомпаниаторĕ П.Быков). Солистсем те – Г.Корнякова, В.Кудряшова, Д.Захаров, И.Медведев тулли зала илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Райцентрти "Ромашка" (музыка руководителĕ Л.Ермолаева) "Аленушка" (С.Никишина) ача сачĕсен "Ромашка" ача сачĕн хатĕрленÿ ушкăнĕн (руководителĕ В.Севрюгина, илемлĕх ертÿçи К.Анисимов) воспитанникĕсем программăна юрăсемпе, театрализациленĕ представленипе илемлетрĕç. Воспитательсен ансамблĕн юррисене те ăшшăн йышăнчĕ тулли зал.
"Антонина" тата "Фламинго" ташă ушкăнĕсем куракансене килĕшÿллĕ ташăсемпе килентерчĕç.
Программăна вĕçлесе хор "Из-за горочки туманник выходил" юрă шăрантарса пачĕ.
Концерт программине Шăмăршă вăтам шкулĕнчи И.Кудряшова учительница пултаруллă ертсе пычĕ.
Ял поселенийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕ гала-концертпа вĕçленет. Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче иртекен гала-концерт апрелĕн 27-мĕшĕнче, 19 сехетре пуçланать. Пурне те çак пысăк концерта йыхравлатпăр.