23 апреля 2011 г.
ХОЛОДИЛЬНИК çĕмĕрĕлчĕ. Мĕн тумалла; Юрать-ха, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат ал айне лекрĕ. Унта Шăмăршăри В.И. Антипов предприниматель холодильниксем юсани çинчен калакан пĕлтерÿ пичетленнĕ. Телефонпа шăнкăравларăм та, 20 минутранах мастер пирĕн пата çитрĕ. Ăшшăн калаçса, кăмăллăн кулса холодильника юсаса пачĕ.
– Çĕмĕрĕлес пулсан ан хăрăр, гаранти те паратăп, – терĕ Виталий Анатольевич.
Мĕн тери лайăх вăл районта çакăн пек ăстасем пулни! Пирĕн ял çыннисем район администрацийĕ пĕчĕк предпринимательствăна аталантарассишĕн тăрăшнине чĕререн ырлаççĕ.