Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Президентăн çитес суйлавĕ пирки хумханма кирлĕ мар»

27 апреля 2011 г.

– ÇĔР-ШЫВРА суйлав умĕнхи кампание Раççей аталанăвĕшĕн усă курмалла, – палăртнă "Единая Россия" парти лидерĕ Владимир Путин.

"Интерфакс" пĕлтернĕ тăрăх, вăл партин ертÿçисемпе Патшалăх Думин çитес суйлавне иртерессипе тĕл пулу ирттернĕ. "Президентăн çитес суйлавĕ пирки калаçма, хумханма кирлĕ мар. Вăл çитес çул анчах иртет. Халĕ пирĕн хамăр вырăнтах ĕçлемелле", – палăртнă Путин. Калаçу вăхăтĕнче премьер 2014 çулта Сочире Олимп вăййисене иртерессипе хатĕрленÿ ĕçĕсем пынине аса илтернĕ.

– Олимпиада иртсе кайсан та, инфратытăмĕн хатĕр объекчĕсемпе çынсем вуншар çул усă курĕç, – тенĕ Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ.

"Суйлав умĕнхи кампани çинчен калас пулсан, вăл паллă вырăн йышăнать. Кашни парти çĕнтерÿ патне ăнтăлать. Çакна асра тытмалла: кунта çĕр-шыв аталанăвĕшĕн, çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парассишĕн условисем тумалла, – тенĕ Путин. – "Единая Россия" çакна пурнăçа кĕртсен, ăнăçу пулатех". Путин палăртнă тăрăх, "Единая Россия" партире конкуренци пулмалла. Пĕр шухăшлă çынсем çĕр-шыв пурнăçĕнчи ыйтусем пирки уççăн, çапах тĕллевлĕ тавлашмалла. Çавăн пекех кандидатсене суйласа илнĕ чухне те уççăнлăх кирлĕ.

"600 кандидатран тăракан списока лекес тесен, регионсемпе муниципалитетсенче общественноçпа тĕл пулмалла. Çынсем "Единая Россия" партие шанаççĕ, уншăн сасăлаççĕ пулсан, вĕсем кам кандидат пулнине пĕлмелле. Çавăнпа кашни региона пулăшу пама парти ертÿçисене çирĕплетмелле", – палăртнă Путин.

Президентăн çитес суйлавĕ пирки тепĕр хут аса илтернĕ май, премьер хумханма кирлĕ маррине, лару-тăрăва кура кандидата тăрассине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика