Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсене манма юрамасть

27 апреля 2011 г.

ЙЫШЛĂНЧЧĔ вĕсем çирĕм-вăтăр çул каялла. Хамăр редакцире кăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем виççĕн – К.С. Смирнов, С.А. Павлов тата А.Н. Шамеев ĕçлетчĕç. Фронтра тар шăршланă, вут-çулăм витĕр тухсан та чĕрĕ юлнă çынсем маншăн чăн-чăн паттăрсем пек шутланнă. К.С. Смирнов редактор Мускаври Çĕнтерÿ парадне те хутшăнни çинчен пĕлеттĕмĕр.

Редакци ĕçĕпе ял-ял тăрăх çÿренĕ чух В.П. Кошкин, З.З. Сейфутдинов, М.Я. Калаков, А.И. Гармонщиков, П.М. Фадеев, М.В. Каримов, И.А. Алексеев, И.А. Елисеев тата ытти фронтовиксемпе темиçе те тĕл пулса калаçнă, вĕсен асаилĕвĕсене е хăйсем çинчен хаçатра çырса кăтартнă.

Асăмрах-ха Патирекри Х.Хамдеев вăрçă инваличĕпе паллашни. Фашистсем пирĕн Тăван çĕр-шывăмăр çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен, çап-çамрăк йĕкĕт фронта тухса кайнă. Кенингсберг ( Калининград) хулишĕн пынă пĕр хаяр çапăçура Хасензяна йывăр амантаççĕ. Сулахай урине унăн çавăнтах хăварма тивнĕ. Госпитальсенче чылай хушă сипленнĕ хыççăн, Х.Хамдеев тăван ялне таврăннă. Инвалид, чăлах тесе килте ларма шутламан вăл, хăш-пĕрисем пек ĕçкĕпе те иртĕхмен. Чунне хытарса, пурнăçа юратса мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Хасензян абый жнейкăпа тырă вырнă, платниксен бригадине ертсе пынă.

1944 çулта вара ăна "Искра" колхозри сĕт-çу фермин заведующийĕ пулма шаннă. Х.Хамдеев пысăк вăй хунипе, коллектива йывăрлăхсене çĕнтерме çĕкленипе Патирек ферми районта мала тухнă.

Çирĕм çул ытла ертсе пынă хăрах ураллă вăрçă инваличĕ фермăна, сывлăхĕ япăхланса çитсен тин çак йывăр та канăçсăр ĕçрен уйрăлнă.

8 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем мăшăрĕпе – Шемшурий аппапа иккĕшĕ. Ывăлĕсенчен пĕри – паянхи "Искра" кооператив председателĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Хамдеев. Мнир Хасензянович ашшĕн ырă ятне çĕре ÿкермест, ялта та, районта та хисеплĕ çын.

Хăрах ураллă тепĕр ветеран – Карапай Шăмăршă çынни И.А. Елисеев та чуна хумхантараканнине нумай каласа паратчĕ. Иван Абрамович фронтран йывăр аманса таврăнсан пĕр кун та килте ахаль ларман, ял хуçалăхне çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Чылай хушă колхоз председателĕн йывăр лавне туртса пынă, халăх хисепне тивĕç пулнă.

Вăрçă ветеранĕсене ертсе пыракан вырăнсене шанса панă тĕслĕхсем нумай пулнă, пурте тенĕ пекех район руководителĕсен тата ял халăхĕн шанăçне тÿрре кăларнă. Е.И. Афанасьев, З.З. Сейфутдинов, В.П. Кошкин, К.П. Рахманов, А.П. Малов, Ф.Н. Чекушкин, И.Л. Кудряшов, И.А. Кудряшов, А.Н. Бутанов, И.А. Фролов тата ытти хăш-пĕр фронтовиксем вăрçа пула юхăннă колхозсене ура çине тăратассишĕн пысăк вăй хунă.

Паянхи çамрăксем, тен, вĕсем çинчен илтмен те пулĕ. Анчах та вăрçă паттăрĕсен ячĕсене манма юрамасть. Вĕсем пирĕншĕн, Тăван çĕр-шывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă, вăрçă хыççăн та ăçта йывăр – çавăнта вăй хунă.

Сахаллăн юлчĕç фронтовиксем, хăш-пĕр ялсенче пĕрре-иккĕн кăна е пачах та çук. Ним те тăваймăн, вăрçă суранĕсем пурнăçа нумай кĕскетнĕ, мирлĕ ĕç те сывлăха чылай илнĕ. Пирĕн – фронтовиксен ачисемпе мăнукĕсен - Аслă Çĕнтерĕве туптанă çынсене чĕрере тытмалла. Çавăнпа пĕрлех тылра ырми-канми ĕçленисем те чыс-хисепе тивĕç.

Ман шутпа, Шăмăршăри истори музейĕнче "Районти ертсе пыракан вырăнсенче ĕçленĕ фронтовиксем" ятлă стенд йĕркелесен аван пулĕччĕ. Хальлĕхе, вĕсене астăвакансем чĕрĕ-сывă чухне, хаклă документсемпе аса илÿсене пуçтарма май пур. Çак ĕçе шкул ачисене явăçтарни те – пархатарлă тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика