Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă çын – телейлĕ çын

27 апреля 2011 г.

ÇУТ тĕнчене килнĕ кашни çын телейлĕ пулма ĕмĕтленет. Анчах та пур чухне те телей çулне тупма пĕлетпĕр-ши; Çук çав.

Телейлĕ пулас тесен, ман шутпа, çыннăн чăн малтан хăйне хăй юратмалла, хисеплемелле, сывлăха упрамалла. Тата, паллах, ытти çынсене те, Тăван çĕр-шыва та юратмалла.

Çар ретне тăрса, алла хĕç-пăшал тытса çĕр-шыва тата халăха хÿтĕлеме (арçынсем), патшалăх ÿсĕмĕшĕн тухăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăхлă хастарсем çеç пултараççĕ. Апла пулсан, кашни çын хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшни Тăван çĕр-шыва юратнипех танлашать вĕт-ха.

Хальхи вăхăтра çамрăксенчен чылайăшĕ эрех-сăрапа сигарет патнелле туртăнни вăрттăнлăх мар. Сывлăх енĕпе хавшак пулнăран çар службине илме юрăхлă йĕкĕтсен йышĕ чакса пыни те хытă пăшăрхантарать.

Кунта, паллах, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисен сывлăхĕ çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманни, чирлесен вăхăтра больницăна илсе кайманни, сивĕ çанталăкра ăшăрах тумланма хистеменни те начар витĕм кÿни куçкĕрет. Ачана пĕчĕкрен хăйĕн сывлăхне упраса пурăнма хăнăхтарса ÿстермелле. Хĕлле урамра вылянă вăхăтра пăчăхсан курткăна хывса хума юраманни, ал-ура йĕпенсен (уйрăмах кĕрхи-çурхи шыв-шурта) тÿрех килелле чупмалли пирки те аса илтерсе тăмалла ачасене. Чир вăраха кайсан, ăна сиплеме питĕ йывăр пулнине те асрах тытмалла ашшĕ-амăшĕн. Паллах, ачасене те ăнлантармалла кун пирки, чирлесен çийĕнчех медицина работникĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Хавшак сывлăхлă яш салтака юрăхлă пулаймасть. Сывлăх начар çын пур вăйран, ытисемпе тан ĕçлеме те мехел çитереймест. Сывлăх тĕлĕшпе çирĕп мар хĕр качча кайсан сывлăхлă ача çуратасси те иккĕленÿллĕ.

Ачасене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстермелле. Кун пек чухне вĕсем нимле йывăрлăх умĕнче те пуç усмĕç, хуть хăш ĕçре те ÿсĕм тăвĕç.

Хăвна хăв юратмалла, хисеплемелле тени вăл – сывлăха упраса пурăнни, юлташусен пурнăçĕнчи, ĕçри çитĕнĕвĕсене сăнаса (кĕвĕçсе мар), вĕсем пек пулма тăрăшни. Эпĕ, ватă çын, çапла шутлатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика