Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх çын пулма вĕрентет

27 апреля 2011 г.

МАНĂН икĕ кукамай: пĕри – çамрăк, тепри – ватă (мăн кукамай). Иккĕшне те эпĕ юрататăп. Çапах та манăн мăн кукамай çинчен каласа парас килет. Ăна Лиза акка тесе чĕнеççĕ. Вăл 89 çулта, ялти ватăсенчен пĕри. Ватă пулсан та аванах çÿрет-ха. Эпĕ ăна хисеплетĕп, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Çавăн чухлĕ нумай пурăнса вăл чăн та пысăк хисепе тивĕç.

Мăн кукамай Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăл пĕчĕкренех ĕçе кÿленнĕ. Çемьере асли пулнă май йăмăкĕсене пăхма, кил-çурта тирпейлеме тивнĕ. Ĕлĕк лавккаран кĕпе-йĕм илсе тăхăнман. Килте сÿс арласа çип тумалла, çиппинчен пир тĕртмелле пулнă. Çав пиртен кĕпе-йĕм çĕленĕ. Мăн кукамай чÿрече сакки çинче ларса сÿс арланă. Ун чухне вăл 7 çулта пулнă. Çапла, ачаллах вăл пир тĕртме, çĕлеме, çыхма вĕреннĕ. Çĕвви унăн халĕ те шăрçа пек тип-тикĕс. 8 çула çитсен шкула кайнă, 7 класс пĕтернĕ. Шкулта аван вĕреннипе ăна ялти лавккана сутăçа илнĕ. Мăн кукамай лавкка валли 15 çухрăмри район центрĕнчен тăратайккăпа тавар турттарнă. Йĕпе-сапа, çил-тăман вăхăтĕнче çул çинче нумай нуша курнă.

Вăрçă пуçлансан мăн кукамая Хусан хули патне окоп чавма илсе кайнă. Шартлама сивĕре шăнса чирленĕ хыççăн каялла ялне янă. Çĕр-шывра вăрçă кĕрленĕ. Мăн кукамай пурăнакан Матак ялне нимĕçсенчен тарса хĕр арăмсемпе ачасем килнĕ. Вĕсене столовăйĕнче апат çитернĕ. Манăн мăн кукамая столовăйпа пекарньăна ертсе пыма хушнă. Унта ĕçленĕшĕн кăштах çăкăр, супăнь татки панă. Çав çăкăрпа çемьене выçă вилесрен хăтарса хăварнă. Мăн кукамай нуша курнисене пурне те каласа пĕтерес çук.

1946 çулта мăн кукаçей, Николай Андреевич Угарин, фронтран орден-медальпе таврăннăскер, мăн кукамая Пăчăрлă Пашьелне хăйпе пĕрле илсе килнĕ, туй туса пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Мăн кукамайăн пурнăçĕ малалла тăсăлнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче выçă та ларнă. Колхоз уй-хирĕнче нумай ĕçленĕ. Вăл тырă вырнă, çум çумланă, утă çулнă.

Мăн кукамайăн сумлă ĕçне патшалăх "Ĕç ветеранĕ" медальпе хакланă.

Манăн мăн кукамай питĕ ĕçчен те тирпейлĕ çын. Унăн пÿрчĕ-çурчĕ те, картишĕ те тап-таса. Вăл пирĕншĕн, мăнукĕсемшĕн, мăнукĕн ачисемшĕн, тĕслĕх пулса тăрать. Эпир мăн кукамая – Елизавета Павловна Угаринана – татах та нумай çул пурăнма сывлăх сунатпăр.

Вăл лăпкă сасăпа лайăх çын пулма вĕрентсе каланă сăмахсене нихăçан та манмăпăр. Пирĕн те мăн кукамай пек сăпайлă, йăваш, ăслă, тирпейлĕ пулас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика