Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай пурăн, Миназим бабай

27 апреля 2011 г.

Палтиелĕнчи М.С. Садертдинов çак кунсенче хăйĕн 80 çулхи юбилейне уявларĕ. Ĕçпе тыл ветеранĕ – ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри.

Миназим Садертдиновăн ĕç биографийĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче пуçланнă. Вун иккĕри ача шкулта вĕренме пăрахса пĕтĕмпех "Кзыл юл" колхоз ĕçне куçнă: бригадăра тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, лаша кÿлсе çĕр сухаланă, утă-улăм, тырă кĕлтисем турттарнă. Аслă Çĕнтерÿ кунне юлташĕсемпе пĕрле уй-хирти хĕрÿ ĕçре кĕтсе илнĕ.

1948 çулта Шăмăршăри МТСра механизаторсен курсне пĕтерсен вун çиччĕри йĕкĕт "Нати" тракторпа ĕçлеме тытăннă. 1953-1956 çулсенче çар службинче пулнă. Салтак гимнастеркине хывсан тăван колхозра тракторист биографине малалла тăснă. 1972 çулччен тĕрлĕ маркăллă гусеницăллă тракторсемпе, 1992 çулччен МТЗ тракторпа ĕçленĕ. Кунсăр пуçне вырма тапхăрĕнче жаткăпа тырă вырнă. Тырă вырассипе районта 5 хутчен малти вырăнсене йышăннă.

Пархатарлă ĕçшĕн Миназим Садертдиновича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь Революцийĕн орденĕсемпе, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе наградăланă.

Мăшăрĕпе, Гельфруспа, 2 ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Телейлĕ ватăсен пурнăçне 5 мăнук илем кÿрсе, чир-чĕре çĕнтерсе пыма хавхалантарса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика