27 апреля 2011 г.
ЯРĂСЛАВРИ Петровсен çемйи ялта ĕçченлĕхпе, ăсталăхпа палăрса тăрать. Петр Сергеевичпа Алефтина Михайловна хăйсен ывăлне те, Михаила, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Вăл та – нимле ĕçрен те хăраса тăмасть. Тĕп килте пурăнакан Миша авланнă ĕнтĕ, савнă арăмĕ ăна хĕр пĕрчи парнеленĕ. Пĕррери Юля аслашшĕпе асламăшне тата пĕтĕм кил-çурта тулли савăнăç кÿрсе тăрать.
Петровсен туслă çемйи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Вĕсен хуçалăхĕнче – 2 ĕне, пăру, 6 сурăх, йышлă чăх-чĕп. Çуркунне вара нумай хур-кăвакал чĕппи туянса ÿстереççĕ. Ĕçчен çемье сĕт-турăх, аш-какай ытлă-çитлĕ туса илет, ытлашшине сутать.
Михаил Вăрнарта мастер-пчеловода вĕренсе килнĕренпех Петровсем хăйсен кил хуçалăхĕнче хурт-хăмăр та усраççĕ. Вĕллесене Петровсем хăйсемех ăсталаççĕ. Хурт-хăмăр вĕллисем валли кустăрмаллă павильон та тунă.
Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Петровсем икĕ пахча акса-лартса тăраççĕ. Нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕсене çу тăршшĕпе 2-3 хут çулаççĕ, типĕтсе-пуçтарса лайăх пахалăхлă утă хатĕрлеççĕ. Кунсăр пуçне выльăх чĕкĕнтĕрĕ те ÿстереççĕ. Выльăх çими хатĕрлессинче килти хуçалăхри Т-40 тата Т-25 тракторсем те пысăк усă параççĕ.
Ĕçчен çемье çуллен тухăçлă пахча-çимĕç туса илет, консервласа хĕл валли упрама хурать.
Петровсем – ялти хисеплĕ çынсем. Кирлĕ пулсан, вĕсем ял-йыша та транспорт пулăшăвĕ параççĕ. Вĕсен туслă çемйи ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.