30 апреля 2011 г.
АПРЕЛĔН 29-МĔШĔ – Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Ăна эпир 2004 çултанпа паллă тăватпăр. Мĕншĕн шăпах апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче; Çак кун 1992 çулта Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Чăваш патшалăх символĕсем – Гимн, Герб, Ялав – пирки йышăнусем кăларнă. Кăшт маларах вара ятарлă комисси çĕр ытла проектран чи вырăнлă та килĕшÿллĕ Ялавпа Герба – Чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев сĕннисене – суйласа илнĕ. "Гербра тĕп вырăнта – геральдика щичĕн варринчи пурнăç йывăçĕ. Унăн тымарĕсем – çĕр айĕнче. Пурнăç йывăçĕ виçĕ халăха пĕлтерекен туратсенчен тăрать: тĕп чăвашсем, вулă çывăхĕнчи; хĕрринчи – чăваш диаспорин турачĕ; икĕ çак турат хушшинчи, тымарсем патне çитейменни – Чăваш Енре çак самантра пурăнакан халăхсем. Çапла майпа обществăпа политика лару-тăрăвĕ йĕркеленет. Манăн çак аспекта та Герб символĕнче кăтартас килчĕ", – ăнлантарнă Элли Михайлович.
Республикăра пурăнакансем хамăрăн Ялава – сарă тата йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕскере – ыттисен хушшинче тÿрех уйăрса илессе шанас килет. Сарă тĕсе чăваш халăхĕ питĕ килĕштерет-çке, вăл мĕн пур ырăлăхпа илеме сăнарланине ĕненет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕспе халăх эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Ялавăн тĕп эмблемине – "Пурнăç йывăçне" – витекен çăлтăра виçĕ хутчен ÿкерни чăвашсен "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" ăнлавне палăртать. Ентешĕмĕрсен хушшинче ыйтăм ирттерес тĕк вĕсем Чăваш Республикин Гимнĕн (авторĕсем – Герман Лебедевпа Илле Тукташ) сăмахĕсене пĕлнине те, унпа чăнласах та мухтаннине пĕлтерессе ĕненес килет. Мĕншĕн тесен шăпах патшалăх символĕсене пĕлнинчен тата хисепленинчен пуçланать те ĕнтĕ Тăван çĕршыва юратасси.