30 апреля 2011 г.
КĂÇАЛ пĕрремĕш кварталта районта 2 авари пулнине, вĕсенче 2 çын аманнине шута илнĕ. (Пĕлтĕр çак тапхăрта 1 авари пулнă). Кăçалхи аварисенчен иккĕшĕ те çуран пынă çын çине автомашина кĕрсе кайнипе çыхăннă. Паллах, вĕсен сăлтавĕсене тĕплĕн тишкерсе тĕпченĕ. Результатсем çакнашкал: çуран пынă çынсем хăйсем айăплă пулнă, вĕсем çул-йĕр правилисене пурнăçламан.
Çавна май çуран çÿрекенсене çул çинче яланах тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Транспорт çÿрекен çулпа утма, палăртман вырăнта çул урлă каçма юрамасть. Уйрăмах çĕрлехи вăхăтра асăрхануллă пулмалла. Çуран тухнисен çулăн сулахай енĕпе, транспорта хирĕç утмалла. Шкула çÿрекен ачасен сумкисем е тумтирĕ çинче ялтăркка хатĕрсем (светоотражатель) пулмалла.
Халĕ ачасем çул тăрăх скутерпа е велосипедпа ярăнса çÿренине тăтăшах курма пулать. Анчах та 14 çул тултарманнисен транспорт çÿрекен çул çине тухма юраманни çинчен те аса илтеретпĕр.
16 çул тултарнисенчен пуçласа çул çине мотоциклпа та тухма пултараççĕ. Анчах та вĕсен А категориллĕ водитель удостоверенийĕ пулмалла. Паллах, пуçа шлемофон тăхăнма та манмалла мар.
Çанталăк ăшăтнă май, халĕ ачасем урамра тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Çавна май водительсене урамсенче уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Гараж е пура хыçĕнчен çул çине сасартăк пĕчĕк ача чупса тухма пултарать. Çул-йĕрсем пăртан тасалса типнĕ тесе техникăпа урамсем тăрăх пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнмелле мар. Ашшĕ-амăшĕсен те хăйсен ачисене тимлĕх пирки аса илтерсех тăмалла.
Апрелĕн 14-мĕшĕнче районта "Ачасем", 18-мĕшĕнче "Çул урлă каçмалли вырăн", 21-мĕшĕнче "Автобус" профилактика операцийĕсем иртрĕç. Çак рейдсем вăхăтĕнче ГИБДД инспекторĕсем уйрăмах ачасем инкеке ан лекчĕр тесе тăрăшнă, ăнлантару ĕçне пурнăçланă. Апрелĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ "Парăмçă" операци вăхăтĕнче штрафа вăхăтра тÿлеменнисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Апрелĕн 27-мĕшĕнче автотранспорт паркĕсенче профилактика кунĕ пулчĕ. Йĕркене пăсакансене асăрхаттарнă е протокол çырнă.
Çуркуннехи илемлĕ тапхăрта никамăн та инкеке лекмелле ан пултăрччĕ. Çул çине тухнисем пурте киле тĕрĕс-тĕкел тата лайăх кăмăлпа таврăнччăр.