30 апреля 2011 г.
Раççейре пушар хуралне йĕркеленĕренпе 362 çул çитрĕ. 1649 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Алексей Михайлович патша "Наказ о градском благочинии" Указ кăларнăранпа пирĕн çĕршывра вут-çулăмпа кĕрешессине патшалăх шайĕнче йĕркелесе пыма пуçланă, пушар хуралне ятарласа çынсем тăратнă.
Шăмăршă районĕнчи 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче пурĕ 19 çын вăй хурать. Кашни талăкра 4 çын дежурствăна кĕрет (караул начальникĕ, пушарник тата икĕ водитель). Вăл е ку вырăнта вут-çулăм алхасма пуçлани çинчен чаçе шăнкăрав çитсенех караул пушар сÿнтерекен техникăпа инкек тухнă çĕре тухса каять, вутпа кĕрешме пуçлать. Пушар анлăн сарăлса пыни палăрсан запасри караула та чĕнсе илеççĕ (килĕсенчен).
Пушар чаçĕн паркĕнче – пушарпа кĕрешмелли 5 автомашина. Талăкри расчетра 2 автомашина тăрать, виççĕшĕ – резервра.
Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче пушар чаçĕн яланхи постне йĕркеленĕ. Унта пурĕ 7 çын вăй хурать, çав шутра - пост начальникĕ. Пост ĕçченĕсем психоневрологи интернатне, Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсене пушартан сыхлас тĕлĕшпе тимлеççĕ. Кунсăр пуçне районта Палтиел ял поселенийĕн муниципаллă пушар хуралне, "Восход" ял хуçалăх кооперативĕн ведомство пушар хуралне йĕркеленĕ. Пушар тухас хăрушлăх пысăклансан, çурхи-çуллахи тапхăрта пушарпа химин 5 станцийĕ ĕçлеме пуçлать (2-шĕ – "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн, 3-шĕ – "Шăмăршă лесничестви" патшалăх учрежденийĕн).
Пушар чаçĕнче пысăк ĕç стажĕллĕ тата опытлă пушарниксем чылайăн вăй хураççĕ. Акă караул начальникĕсем – А.Низамовпа Г.Ларионов, водительсем – И.Старшовпа В.Кузьмин – 20 çул ытла тăрăшаççĕ. В.Григорьевпа А.Кузьмин водительсем, Н.Федотов пушарник 15 çул ытла ĕçлеççĕ.
2010 çулхи шăрăх та типĕ çу тапхăрĕнче пирĕн чаçри пушарниксем йывăр та яваплă тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Шупашкар хулин Атăл леш енчи вăрман тăрăхĕнче, пушар алхаснă вăхăтра чаçри 10 работник пушар сÿнтерекен КамАЗ автомашинăпа командировкăна тухса кайрĕ. Вĕсем пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, республикăри ытти пушар чаçĕсене ĕçченĕсемпе пĕрле 10 кун хушши хаяр вутпа кĕрешрĕç, хăюлăхпа палăрчĕç. Пушарсене сÿнтернĕ хыççăн, пархатарлă ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен караул начальникне Г.Ларионова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе, профилактика ĕçĕн инструкторне Г.Измайлова (халĕ вăл караул начальникĕ) Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. А.Низамовпа А.Муляков караул начальникĕсене, В.Григорьев, Д.Гадиев, В.Кузьмин, Е.Майоров, М.Чернышев, И.Старшов водительсене, пушар чаçĕн начальникне А.Фомина тата уйрăм пост начальникне А.Кузьмина "2010 çулхи пушарсене сÿнтерме хутшăнакана" медаль парса чысланă.
Кăçал пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче 2 пушар (пĕлтĕр çак тапхăрта - 5) тухнине регистрациленĕ. Пушарта пĕр çын вилнĕ. Вут-çулăм 2 çурт-хуралтăна сиенленĕ, 105 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Граждансем кăмака хутса çунтарнă вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни, вутпа асăрханусăр пулни инкек патне илсе пынă. Çак фактсем ыттисемшĕн те çирĕп урок вырăнне пулччăр.
Районти пушар хуралĕнче тăракан мĕн пур работниксене, çак ĕç ветеранĕсене Раççейри пушар хуралĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре чăтăмлăн ĕçлеме ăнăçу сунатăп.